Комментари хушас

26 Пуш, 2018

Вĕрентÿ тревоги янăрĕ

Ыран, пушăн 27-мĕшĕнче, Чăваш Енре чрезвычайлă лару-тăру пирки халăха пĕлтерекен автоматизаци системине планпа килĕшÿллĕн тĕрĕслĕç. Гражданла оборона тренировки пуçланни пирки урамра вырнаçтарнă сиренăсемпе громкоговорительсем пĕлтерĕç.

Раççейри МЧСăн Чăваш Енри тĕп управленийĕн сайтĕнче пĕлтернĕ тăрăх, «Внимание всем!» текен асăрхаттару сигналĕ икĕ хутчен янăрĕ: ирхи 10 тата 10:30 сехетсенче. Вĕрентÿ тревогине республика çыннисене лăпкăн йышăнмалла. Аса илтеретпĕр: гражданла хÿтĕлевĕн асăрхаттару сигналĕ авари, çут çанталăк синкерĕ, инкек, тăшман тапăнса кĕрес хăрушлăх пирки халăха пĕлтерет.

Сирена сассине илтсен граждансен радиоприемник, телевизор çутса васкавлă хыпара итлемелле. Çак информацие пуçлăхсене, ĕçтешсене, çывăх çынсене, кÿршĕсене пĕлтермелле.