Комментари хушас

23 Пуш, 2018

Кĕмĕл сасă юхрĕ, юхрĕ… Вăл саланчĕ таврана

Паян Шупашкарти Культурăпа ÿнер институтĕнче Тĕнчери чăваш эстрада юррисен XIX «Кĕмĕл сасă — 2018» фестиваль-конкурсĕ иртрĕ.

Юрă уявне Чăваш наци конгресĕн пĕрремĕш вице-президенчĕ Валерий Клементьев уçрĕ, çамрăк юрăçсене юрлас ăсталăха çÿллĕ шайра кăтартма ырă сунчĕ. Çавăн пекех ЧР культура министрĕн çумĕ Иван Архипов хĕрсемпе яшсене чăваш чĕлхине юрă-кĕвĕ урлă упраса хăварас, аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн тав турĕ. «Конкурс çĕнтерÿçисемпе призерĕсем çак çитĕнÿпе кăна çырлахмĕç тесе шухăшлатăп. Вĕсем малашне те регионсенче тăван чĕлхене, культурăна, йăла-йĕркене аталантарассишĕн тăрăшасса шанатăп», — терĕ вăл.

Пултарулăх тупăшăвне вăтăр ытла çамрăк хутшăнчĕ. Вĕсем Чăваш Ен тĕп хулине Тутар, Пушкăрт республикисенчен, Мурманск, Пенза, Оренбург, Тюмень, Иркутск хулисемпе облаçĕсенчен килнĕ. Вĕсем халăхра анлă сарăлнă юрăсене те, çĕннисене те шăрантарчĕç. Кашнин сасси, кашнин пултарулăхĕ хăйне майлă чуна тыткăнлать.

…Конкурс вĕçленчĕ. Çĕнтерÿçĕ вара кам-ши? Ку хальлĕхе вăрттăнлăхра юлать. Жюри членĕсем кăçалхи «Кĕмĕл сасă» çĕнтерÿçисен ячĕсене паян 18 сехетре Культурăпа ÿнер институтĕнче иртекен гала-концерт вăхăтĕнче пĕлтерĕç.

Валерий КЛЕМЕНТЬЕВ, «Кĕмĕл сасă — 2018» фестиваль-конкурсăн жюри председателĕ:

Раççей регионĕсенче пурăнакан йăхташăмăрсем Чăваш Ене килни — пирĕншĕн яланах пысăк уяв. Çакнашкал мероприятисем халăха пĕрлештереççĕ. Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов каланă пек — пĕрлĕхре вара вăй! Апла тăк эпир пĕтместпĕр-ха, пурăнатпăр. «Кĕмĕл сасă» конкурс çулсерен иртет. Анчах эпир ăна кашни çулах çынсем каланине шута илсе, сĕнÿ-канашсене тĕпе хурса çĕнĕлĕхсемпе пуянлатса, улшăнусем кĕртсе пыратпăр. Тĕп тĕллев вăл, паллах, тăван культурăна, тăван чĕлхене упраса хăварасси, аталантарасси.

Автор сăн ÿкерчĕксем.

Рубрика: 
Теги: