Вĕрентекен
Пĕррехинче, тĕпчев ĕçĕ Петĕр Яккусен /сăн ÿкерчĕкре/ сăвă çырас пултарулăхĕпе çыхăннăччĕ те, сăвăçпа хăйĕнпе курса калаçас кăмăл çуралчĕ. Хваттерне шăнкăравласан: «Мускава кайнă», – терĕ мăшăрĕ. Тепĕр эрнерен те тытасси пулмарĕ – Мускавран çаврăнса çитсе яла тухса тарма ĕлкĕрнĕ те иккен. Çапла ун хыççăн «йĕр йĕрлесе» кайрăм.
Ку тăрăхра Кушар, Дворик, Мăн Шетмĕ, Четрик тата Упаçырми ялĕсем вырнаçнă, ялĕсен хушшинче нимĕнле чикĕ те çук, кунта пурăнакансем хăйсем кăна пĕлсе уйăраяççĕ пулас чиккисене, ют çĕртен пынă çын ăнланаяс çук. Çапах çынсенчен ыйта-ыйта /нумайăшĕ, уйрăмах çамрăкраххисем Петĕр Яккусен текен çынна пĕлмеççĕ те/ Петр Яковлевичсен тĕлне тупрăм-тупрăмах. Калинкки уçахчĕ те – кĕтĕм. Чăм шыва ÿкнĕ кил хуçи вутă çурать. Яланах шап-шурă кĕпепе, галстукпа, япшар костюмпа курма хăнăхнă хисеплĕ преподавателе капла курсан хам та кăшт аванмарлантăм, сывлăх сунтăм. «Пророксене тăван çĕршывĕнче хисеплемеççĕ», – тенĕ Библирех. Тен, палла-тăрансем сума сăваççĕ те пулĕ-ха, çынни хăй мухтанма, вĕçкĕнленме юратманран пĕлмеççĕ пуль. Эппин, Петр Яковлевич Яковлев çинчен каласа парам.
Литературăлла каласан, пирĕн герой /1950 çулхи çурлан 26-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Упаçырми ялĕнче çуралнă/ – И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вун çичĕ çула яхăн вĕрентекен пулса ĕçленĕ. Ĕпхÿ хулинче кандидат диссертацине хÿтĕленĕ, Мускавра доцент ятне илнĕ. Специальноçĕпе – фонолог. Чăваш Енре урăх фонологсем çукрах тесен те юрать. Пире те вăл фонологи вĕрентетчĕ, филологи ăслăлăхĕсенчен чи йывăрри пулас ку, анчах та, паянхи пекех асра: унăн лекцийĕсем ытларикун тата кĕçнерникун пулатчĕç, тăватă ушкăн студенчĕсем – пĕтĕмпе çĕр çирĕме яхăн – çав кунсенче пурте тенĕ пекех ăна итлеме университета пыма тăрăшатчĕç. Лекцисенче вăл пĕр пуш сăмах та каламасть, хут çине пăхса вуламасть, пĕрре аудиторире каллĕ-маллĕ утса калаçса çÿрет, тепре доска çине хĕрсе кай са çырать. Вăл нихăçан та сасă хăпартнине илтмен, студентсем занятине пынипе пыманнине пĕрре те тĕрĕслемен, апла пулин те унăн лекцийĕсенче шăна вĕçни те илтĕнетчĕ. Кирлĕ чухне шÿтлесе илет, кирлĕ чухне питĕ хытă ыйтать – çапах та ытларахăшĕ, япăх вĕренекеннисемсĕр пуçне, ăна кăмăллатчĕç, ун лекцийĕсене кĕтетчĕç. Кăшт йăпăлтатанçи тăвакансене вара: «Мана мар, тăван халăха мухтăр», «Çынсен умĕнче мар, Турă умĕнче мухтавлă пуласшăн тăрăшмалла, çынсем умĕнче мухтавли Турă умĕнче чылай чухне ирсĕр», – тесе пат татса хуратчĕ, çавăнпа ĕç вĕçленетчĕ. Малалла вулас...