Комментари хушас

15 Пуш, 2018

Ытларах федераци уйăрать

Паян ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Шупашкарти Мускав тата Ленин районĕсене çыхăнтаракан кĕпере тăвас ĕçе еплерех йĕркеленипе паллашрĕ.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2012 çулхи утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче «Шупашкар хулине никĕсленĕренпе 550 çул тата Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине уявласси çинчен» Указа алă пуснă. Çав юбилейсене халалласа пурнăçлакан ĕçсен йышĕнче Шупашкарти Мускав кĕперĕ те пур.

— Строительство графикпа килĕшÿллĕн пырать, — терĕ Иван Борисович. — Унта пăхнă ĕçсене кăшт маларах та пурнăçлаççĕ. Подряд организацийĕпе çирĕплетнĕ килĕшÿре кĕпере кăçалхи раштав уйăхĕнче туса пĕтерме палăртнă. Вĕсем авăн уйăхĕнчех ĕçе кĕртме шантараççĕ.

2018 çулта объекта тума — 392,7 млн, çав шутра федераци хыснинчен 365,5 млн тенкĕ уйăраççĕ. Подряд организацийĕн представителĕ строительствăна укçапа тивĕçтерессипе чăрмав çук терĕ.

Журналистсен ушкăнĕ кунта юлашкинчен нарăс уйăхĕн 13-мĕшĕнче пулнăччĕ. Унтанпа строительсем самаях ĕçленĕ. 2015-2017 çулсенче кĕпер тума — 1,2 млрд, вăл шутра федераци бюджетĕнчен — 815,92 млн, республикăран — 308,35 млн, хула хыснинчен 89,91 млн тенкĕ куçарнă. Çак цифрăсем объекта çĕклеме Раççей Федерацийĕ укçа чылай ытларах уйăрнине çирĕплетеççĕ.

 

Рубрика: