Комментари хушас

Элĕк районĕнче час-часах пулма тÿр килет мана. Вăрнарти зооветтехникумра ун чухне çакăн пек ятлăччĕ вăл вĕреннĕ чухне те унта практика иртнĕччĕ. Çак тăрăхра лайăх специалистсем, ăшă кăмăллă çынсем пурăнни савăнтарать мана. Акă Тури Хурасанта пурăнакан Надежда Афанасьева хăй мĕне тăрать!
Пĕррехинче эпĕ унран ялти культура çурчĕ пирки сăмах хускатрăм. «Манăн клуб пур. Килсе курăр», — терĕ кула-кула. Хăй çавăнтах çапла хушса хучĕ: «Пирĕн ял пысăк мар, лавкка та çук. Пурĕ те 72 кил çеç».
Йыхрава хапăл туса Надежда Димитриевна патне çул тытрăм.
Килĕ умĕнче В.Ленин палăкĕ ларать, ăна хирĕç вара — клуб. Кинемей ăна хăйĕн укçи-тенкипе уçнă. Пенси укçи çитменрен кредит илнĕ.
«Эпĕ тĕрлĕ ĕçре тăрăшнă: фермăра та, колхозра та. Ĕçрен хăрамастăп. Халĕ 78 çулта пулсан та картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усратăп», — терĕ вăл.
Иртнĕ кун-çулне куç умне кăларчĕ кинемей. Ывăлĕпе хĕрне çитĕнтерме çăмăл пулман ăна. Халĕ вĕсем Шупашкарта тата Кÿкеçре хăйсен çемйипе пурăнаççĕ. Амăшĕ тĕпренчĕкĕсене яланах кĕтет. Пĕччен пулсан та кил-çуртне йĕркелесе тăрать ватă. Сакăр теçетке çула çывхараканскер ĕне, сурăх, чăх-чĕп усрать. Унăн вашаватлăхĕнчен, хастарлăхĕнчен тĕлĕнме пăрахаймарăм эпĕ. «Хускану вăл — пурнăç, — терĕ Надежда Димитриевна. — Выльăх-чĕрлĕхпе калаçса чуна йăпататăп».
Çакна хам курса ĕнентĕм. Çур çĕр иртсе 2 сехетрех вăранчĕ кинемей. Ăна кинемей теме чĕлхе çаврăнмасть. Хĕр пек чупса çÿресе ĕçлет вăл: выльăх-чĕрлĕхне пăхать, апат пĕçерет, ĕнине сăвать, картишне юртан тасатать. Çитменнине, ăна урама сĕтĕрет. Ăçтан тухать-ши вăй-хăвачĕ? Малалла вулас...

Нина ГРЕЧКО.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.