Комментари хушас

7 Пуш, 2018

Чăвашла калаçма хăнăхтараççĕ

Нарăс уйăхĕн 15-25-мĕшĕсенче Тюмень облаçĕнчи чăвашсене пĕрлештерсе тăракан «Тăван» ассоциаци йĕркеленипе ку тăрăхра чăваш чĕлхи кунĕсем иртрĕç. Ăна чăвашсен пĕрремĕш профессорĕ, «Хыпар» хаçат никĕслевçи Николай Никольский çуралнăранпа 140 çул çитнине халалланă.

«Çавра сĕтелре»

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕсем, Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕн ертÿçи Геронтий Никифоров, унăн çумĕ Юлия Анисимова хутшăнчĕç ку мероприятие. Анат Тавта районĕнчи Канаш шкулĕнче Иван Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитессине халалласа «çавра сĕтеле» хутшăнчĕç. «Нумай культурăллă обществăра чăваш чĕлхипе культурине сыхласа хăварса аталантарасси. Тюмень облаçĕнчи вырсарни шкулĕсене чăваш чĕлхине хутшăнура вĕрентессине лайăхлатма пулăшасси» темăпа калаçрĕç.
Канаш шкулĕ — хăйне майлă культура центрĕ, чăвашлăх управçи. Кунта чăваш чĕлхипе культурине ачасене факультатив йĕркипе вĕрентеççĕ. Юрă- ташă тата ал ĕç кружокĕсене тăван сăмахпа, чăвашлăхпа çыхăнтарса ирттереççĕ.

Уçă урок

«Çа в р а с ĕ т е л » х ы ç ç ă н ч ă в а ш чĕлхи вĕрентекен Мария Зайцева ачасемпе уçă урок ирттерчĕ. Вĕренекенсене чăвашла калаçма хăнăхтармашкăн тĕрлĕ меслетпе усă курчĕ. Çак ĕçе шырав, вăйă мелĕсемпе, сăвă-юрă урлă туса пычĕ. Пуçламăш классене вĕрентекен Татьяна Воробьева «Тюмень облаçĕнчи чăвашсен халăх сăмахлăхне упраса хăварасси» темăпа тухса калаçрĕ, ачисен пулт а р у л ă х ĕ п е п а л л а ш т а р ч ĕ . Уйрăмах «Шăхлич» ансамбль чăваш кĕввине илемлĕ калани пурне те тыткăнларĕ.

Йăхташăмăрсене — парнесем

Хăнасем «Канаш ял историйĕпе йăли-йĕрки» шкул музейĕпе паллашнă хыççăн Николай Никольские халалланă курава уçма хутшăнчĕç. Чăваш наци конгресĕн ĕçченĕсем «Хыпарăн» 1-мĕш номерĕн копине, республикăра тухса тăракан хаçат-журнала тата профессор çинчен çырнă кĕнекесене парнелерĕç. Курава пуçтарăннисем Канаш ялĕн «Тантăш» ансамблĕ чăваш юррисене шăрантарнине хапăл турĕç. Кунта пурăнакансен, ачасемпе вĕрентекенсен чăвашлăх туйăмĕ таса çăл куç пек тапса тăнине, çитĕнекен ăру ашшĕ-амăшĕн чĕлхине манăçа кăларас мар тенине курсан чун хăпартланчĕ.
Чаплă мероприятие ирттерме Тюмень облаçĕн наци ĕçĕпе тăрăшакан комитет председателĕн çумĕ Владислав Чернов та хутшăнчĕ, «Тăван» ассоциаци лайăх ĕçленине палăртрĕ.

Ансат предложенисем те

Юлия Анисимова Тюмень хулинчи 65-мĕш, 94-мĕш, 83-мĕш гимназисенче вĕренекен тата ача садне çÿрекен ушкăнпа ăсталăх урокĕ ирттерчĕ. Шăпăрлансен хушшинче чăваш чĕлхине кăштах ăнланаканнисем тата вуçех пĕлменнисем пулчĕç. Юлия Елисеевна урок йĕркелес кăткăслăха аван пĕлнипе тĕрлĕ ÿсĕмри ачасене кăсăклантарма пултарчĕ. Пуплеве тĕрĕс йĕркелеме ă, ĕ, ç, ÿ сас паллисемпе усă курса Иван Яковлев чăваш алфавичĕ хатĕрленипе çыхăнтарчĕ, ун çинчен каласа кăтартрĕ, сăн ÿкерчĕкĕпе паллаштарчĕ. Вăл çемьери атте, анне, пичче, аппа… тăванлăх ячĕсене калама вĕрентме ÿкерчĕксемпе, алă тата пит-куç вылятăвĕпе усă курчĕ. Ачасем çак сăмахсене калама хăнăхнисĕр пуçне ансат предложенисем вĕренчĕç. Карточкăсемпе усă курса Юлия Елисеевна ачасене пĕрререн пуçласа вуннă таран чăвашла шутлама вĕрентрĕ. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.