Комментари хушас

7 Пуш, 2018

«Ташша ĕмĕрĕпе вĕренме пулать»

«Сарпике» халăх ташă ансамбльне 1972 çулта Антонина Григорьева-Малина пуçарнă. Халь вара ăна Алиса Лукина балетмейстер ертсе пырать. Вăл — ЧНКн, «Хастар» юхăмăн членĕ. Алиса Александровнăна 2018 çулта «Лица России. XXI век» кĕнеке альбома кĕртнĕ.
Ташă ушкăнĕнче ансамбль тата студи пур. Пурĕ 45 ача çÿрет. Паянхи куна чи кĕçĕн ташлакан — тăватă çулта, чи асли — вун тăваттăра. Студие 4-10 çулсенчисем çÿреççĕ. Вуннă тултарсан пултаруллисене ансамбль валли суйлаççĕ. Кунта çирĕм ултă çула çитичченех ташă ăсталăхне вĕренме май пур. Эстрада, классика, халăх ташши — «Сарпикен» уйрăмлăхĕ.

Çитĕнÿсем

«Сарпике» нумай çĕре ĕлкĕрме ăçтан вăй çитерет-ши? Тĕлĕнмелле! Вĕсене республикăри кашни уявра куратăн-çке! Тĕп хулари, республикăри конкурссем çак ансамбльсĕр, чăн та, иртмеççĕ: Хула тата Республика кунĕсем, «Туслăх кăшăлĕ», «Ача-пăча акатуйĕ», Пĕтĕм чăвашсен «Акатуйĕ», Çĕнтерÿ кунĕ…
Паллах, «Сарпикен» çитĕнĕвĕсем те пысăк. Тĕслĕхрен, Тĕнчери «Çăлтăрлăх — 2016» конкурсра 1-мĕш степеньлĕ, «Халăх пурлăхĕ – 2017» конкурсра — 2-мĕш степеньлĕ, Республикăри «Ай, ташлар-и?» конкурсра 2-мĕш степеньлĕ лауреат ячĕсене тивĕçнĕ.
Нарăс уйăхĕнче «Сарпике» ансамбль куракансене вырăс халăх ташшипе тĕлĕнтернĕ. «Пултарулăх калейдоскопĕ» конкурсран вăл «Барыня» ташласа 2-мĕш вырăнпа таврăннă.
Алиса Лукина жюри членĕсен сăмахĕсене тимлĕ итлет. Йăнăшсене тÿрлетет, çапла ташă çĕнелет, вăй илет.

Хĕл Мучине кĕтсе илнĕ

Аслă Устюгра пурăнакан Раççейри тĕп Хĕл Мучи 2017 çулхи чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕнче Шупашкара пĕрремĕш хут килни пирки «Шупашкарти асамлăх» статьяра çырнăччĕ. «Шупашкар-Арена» пăр керменте Хĕл Мучине шăпах «Сарпике» ташă ансамблĕ кĕтсе илнĕ.
«Хĕл Мучи чăнах та Аслă Устюгранах килчĕ. Мăнаçлăскер мана канфет пачĕ. «Устюгра тунă» çырнăччĕ хучĕ çине», — аса илчĕ Алиса Александровна.

Реабилитаци центрĕпе туслă

Ансамбль тăтăшах /сахалран та çулталăкне 6 хут/ Ачасен реабилитаци центрне хăнана каять — уявсенче илемлĕ ташăсемпе савăнтарать. Шăпăрлансем çамрăк ташăçăсене хаваспах кĕтеççĕ, вĕсене курсан питĕ савăнаççĕ.
Сусăррисем хăйсем те «Сарпике» ташлакан «Нарспи» пĕрлештернĕ клуб системине кайсах çÿреççĕ. Ачасем пĕр- пĕринпе туслă.

Ашшĕсем, амăшĕсем валли

Çулсерен «Сарпикере» икĕ ăсталăх класĕ иртетех. Пĕрремĕшĕ: ансамбле çÿрекен ачасен ашшĕсем валли. Акă нарăс уйăхĕн 23-мĕшĕ тĕлне «Ашшĕсем валли вальс» мероприяти иртнĕ. Алиса Александровнăпа ачасем вĕрентсе пыраççĕ, ашшĕсем ташлаççĕ. Шăм- шака çемçетни кирлех çав, тата вальс ташлани те чуна çĕклет-çке.
Пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче «Чи ырă, илемлĕ, юратнă анне» ăсталăх класĕ иртĕ. Кунта ачасемпе амăшĕсем ташланисĕр пуçне йăлана кĕнĕ «Паян аннен уявĕ» юрра шăрантарĕç. Ансамбль ертÿçи çакăн йышши проектсем кирлех тесе шухăшлать.

«Асанне арчи»

Алиса Лукина — «Асанне арчи» проект авторĕ. Тĕп тĕллевĕ — ачасене пĕчĕкренех халăх культурипе, чĕлхипе туслаштарасси. Проект 2011 çулта хулари «Халăх йышăнăвĕ» конкурсра «Тăван çăл куç» номинацире çĕнтернĕ.
Ансамбль ертÿçинче ĕçлеме пуçласанах йывăрлăх нумай сиксе тухнă. Ачасен халăх ташшине ташлас килмен, Алиса Александровна чăвашла калаçсан ăна итлесшĕн пулман. Вăхăт иртнĕçем шухăшĕсем, кăмăлĕсем улшăннă. Вĕсем халь халăх ташшине те, эстрада ташшине те хаваспах ташлаççĕ. Чăвашла «Сывлăх сунатăп» теççĕ.
2014 çултанпа «Сывлăх ташши» проект ĕçлет. Сывлăха лайăхлатаканскерĕн тĕллевĕсем — шăпăрлансене тăван ен культурине вĕрентесси, ачасен çуллахи канăвне аванлатасси. Чăваш халăх ташшин пайĕсене кĕртнĕ зарядка Шупашкар халăхне, ача садне çÿрекенсене, реабилитаци центрĕнчи ачасене пухать. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.