Комментари хушас

3 Пуш, 2018

Сĕнтĕрвӑрринчи гимнази - 200 ҫулта

Паян Сĕнтĕрвӑрринчи 1-мĕш гимнази 200 ҫулхи юбилейне паллӑ турĕ. Савӑнӑҫлӑ мероприятие ЧР Пуҫлӑхĕ Михаил Игнатьев та хутшӑнчĕ. Вӑл пĕлӳ ҫурчĕн ĕҫĕ-хĕлĕпе, ачасемпе педагогсен фотокуравĕпе, роботехника тата шахмат енĕпе ĕҫлекен пултарулӑх мастерскойĕпе паллашрĕ. Кĕҫĕн шкулта вĕренекенсемпе тĕл пулса калаҫрĕ.
Гимназистсем хӑнасем валли шкул музейĕнче экскурси те йĕркелерĕҫ. Вĕсем республикӑри чи авалхи вĕрентӳ заведенийĕсенчен пĕрин кун-ҫулĕпе паллаштарчĕҫ. Курав галерейи те хатĕрленĕ ачасем: унта - Чӑваш Енĕн паллӑ ҫыннисем, вӑл йышра ҫак гимназире хӑй вӑхӑтĕнче пĕлӳ илнĕ паллӑ композитор Андрей Эшпай та. Вĕренекенсем республика Пуҫлӑхне Сĕнтĕрвӑрри хулинче туризма аталантармалли проектпа та паллаштарчĕҫ.
Гимназие вĕрентĕве аталантарас енĕпе вӑй хунӑшӑн Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе наградӑларĕҫ. Педагогсене те чысларĕҫ.
Хальхи вӑхӑтра гимназире 530 ача пĕлӳ илет, 40 педагог вӑй хурать. Унта  вĕренекенсен хӑй тытӑмлӑхĕ ĕҫлет, "Гимназист" хаҫат тухса тӑрать. Шкулта республикӑри тата Пĕтĕм Раҫҫейри проектсене пуҫараҫҫĕ. Юлашки ҫулсенче гимназие реконструкциленĕ, тĕп ҫурт ҫумне ҫĕннине хӑпартнӑ. Ҫавна май шкулта вĕренмелли классем ҫителĕклĕ.
Гимназие РФ патшалӑх Думин федераци Пухӑвĕн депутачĕ Николай Малов, ЧР патшалӑх Канашĕн депутачĕ Николай Курчаткин та уявпа саламларĕҫ. Мероприятие ЧР вĕрентӳ министрĕн тивĕҫĕсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Сергей Кудряшов, ЧР культура министрĕ Константин Яковлев, Сĕнтĕрвӑрри район администрацийĕн пуҫлӑхĕ Анатолий Мясников хутшӑнчĕҫ. Юбилее вĕренекенсемпе педагогсем илемлĕ концертпа пуянлатнӑ.

 

Рубрика: 
Теги: