Комментари хушас

28 Нарăс, 2018

Театра амăшĕсене тÿлевсĕр кĕртĕç

Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ хĕрарăмсем валли парне хатĕрлет. Унта пуш уйăхĕн 8-мĕшĕнче «Театра — аннепе» акци иртĕ. Çавна май аннене, кукамая, асаннене «Мымренок» спектакле тÿлевсĕр кăтартĕç.

Ку ĕçе куракансем хапăлласа йышăннине палăртас килет. Вăл ачасене йĕркене пăхăнма хăнăхтарать, çемьепе вăхăта усăллă ирттерме пулăшать.

Çав кун фойере те хаваслă кăмăл хуçаланĕ. Театра юратакансен конкурссене хутшăнма май пулĕ. Уяв 12 сехетре пуçланĕ. Аса илтеретпĕр, Çамрăксен театрĕ Мускав проспектĕнчи 33/9-мĕш çуртра /малтанхи «Çеçпĕл» кинотеатрăн çурчĕ/ вырнаçнă.

 

Рубрика: 
Теги: