Комментари хушас

25 Нарăс, 2018

Чăваш кĕвви-çеммин фестивалĕ хупăннă

Ĕнер Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Чăваш кĕвви-çеммин фестивалĕ хупăннă.

Фестивале, аса илтерер, куракансене чăваш музыкипе паллаштарас тата ăна халăхра анлăрах сарас тĕллевпе 2011 çулта пуçласа ирттернĕ. Кăçалхи программăна виçĕ спектакль: «Нарспи» тата «Шывармань» оперăсем, «Сарпике» балет - кĕртнĕ.

Чăваш халăхĕн ылтăн çÿпçине кĕнĕ произведенисен уявĕ ĕнер гала-концертпа вĕçленнĕ.

Рубрика: 
Автор: