Комментари хушас

20 Нарăс, 2018

Шупашкар хулин аталанăвне тишкерчĕç

Паян Ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче Шупашкар хулин социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 2017 çулхи кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç, кăçалхи тĕллевсене палăртрĕç. Анлă ларăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ.

Шупашкар хулин пуçлăхĕ Евгений Кадышев хула депутачĕсен Пухăвĕн пĕлтĕрхи ĕçĕпе паллаштарчĕ. Хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков тунă докладран çакă паллă пулчĕ: пĕлтĕр Шупашкарти организацисен çаврăнăшĕ те, промышленноç производствин тиесе ăсатнă продукци калăпăшĕ те ÿснĕ. Чăваш Енĕн тĕп хулинче виçĕм çулхипе танлаштарсан çурт-йĕр ытларах хăпартнă. Вак суту-илÿ, общество апатланăвĕн çаврăнăшĕнче те ырă туртăмсем пур. Пĕлтĕр халăх йышĕ те ÿснĕ.

Пухăннисем кăçалхи тĕллевсене те сÿтсе яврĕç, çав шутрах — «Хăтлă хула хăтлăхне йĕркелесси» проекта малалла пурнăçа кĕртессине те. Алексей Ладыков Шупашкарта пурăнакансем пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче халăх йышлă çÿрекен 18 лаптăкшăн сасăлама пултарнине пĕлтерчĕ. Вĕсене çывăх вăхăтра юсаса çĕнетессине палăртрĕ.

Ларăва пĕтĕмлетнĕ май Михаил Игнатьев депутатсене пурнăç пахалăхне лайăхлатас енĕпе тата тăрăшарах ĕçлеме сĕнчĕ. Шупашкар хулин 550 çулхи юбилейне тĕплĕн хатĕрленмеллине аса илтерчĕ.

 

Рубрика: