Комментари хушас

15 Çу, 2014

Микрофон умĕнчи юрăç

Хăй хыççăн кашни вăхăт-саманах нумай-нумай çын чун-чĕрине хускатса, çĕклентерсе, пăлхатса яракан поэт, юрăç, артист кăларса хăварать. Владимир Семенович Высоцкий пирĕн ăрушăн, çамрăклăхăмăр çирĕммĕш ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче иртнисемшĕн, пултарулăхĕпе халĕ те çутатса тăрать.

Литература пирĕншĕн пĕлÿпе пĕрлех ырă ĕмĕт-туйăмсен çăл куçĕ те, йăпану та пулнă. Сăвăсене манăн сасăпа вулас килетчĕ. Кăмăл-туйăмпа шухăшсене, чун-чĕм пахалăхĕсене тĕпĕ-йĕрĕпе уçса кăтартма, чун, ăс-тăн патне çитерме çавăн пек çеç пулать пек туйăнатчĕ.

Высоцкий пирки вара ку тĕлĕшпе чи çÿллĕ шая хăпарнăскер теме пулать. Хăйĕн çеммипе, гитара каласа хăйĕн хăрăлтăрах сассипе чуна тивмелле, асра юлмалла, çав тери ĕнентерÿллĕн çитерме пултарнă вăл хăй калас тенине куракан, итлекен патне. Хăй мĕнпе килĕшнине е килĕшменнине, мĕне курайманнине-сивленине, мĕншĕн савăннипе мĕншĕн чунне ыраттарнине пĕтĕм ăш-чикне уçса, тавăрса, çап-çара нервĕсене карăнтарса пырне хыртарса кăшкăрнă, макăрнă, калаçнă, шÿтленĕ, кулнă, юрланă концерт залĕсенче, театр сцени çинче. Ытларах, паллах, уçă кантăксем çине кăларса лартнă магнитофон динамикĕсенчен янăранă унăн сасси.

90-мĕш çулсен пуçламăшĕнче йывăр чире пула вырăнпах выртнă чухне мана такам /ас тумастăп халĕ/ В.Высоцкин Чăваш кĕнеке издательствинче 1989 çулта пичетлесе кăларнă «Нерв» ятлă сăввисен пуххине парнеленĕччĕ. Кĕнекене уçсан чи малтанхи «Песня певца у микрофона» сăввине вуласанах эпĕ пĕр тĕлĕнсе, пĕр çунатланса кайрăм... Кам хăçан та пулин микрофон умĕнче ĕçлесе курнă, çав питĕ лайăх ăнланĕ кăна. Çак ĕç-хĕлĕн чи пĕчĕк нюансĕсене, самантлăх туйăмĕсене, хавхаланăвĕсене, ыратăвĕсене, иккĕленĕвĕсемпе чун ăнтăлăвне пĕтĕмпех шута илсе мĕн тери вăйлă, мĕн тери тĕплĕн çырса кăтартма пултарнă автор!

Ман пуçра темшĕн çак сăвва чăвашла куçарас шухăш çуралчĕ.

Кăранташ илтĕм те тÿрех /библиотекарьсем каçарччăр ĕнтĕ/ кĕнеке страници çинех, сăвă йĕркисен хушшинех, питĕ вĕтĕ сас паллисемпе çырса куçарма пуçларăм. Ытлашши нумаях та нушаланмарăм - куçарса пĕтертĕм. Паллах, ун хыççăн ытти мĕн пур сăвва пĕр сасă палли сиктермесĕр вуласа тухрăм.

Вулакансене В.В.Высоцкин хам куçарнă сăввисемпе паллашма сĕнетĕп.

 

Микрофон умĕнче

Ĕлкĕреймерĕм

Аистсем

 

Куçа шарса ÿкет ман витĕр çутă.
Пĕр хăнăхнă ĕçе каллех эп путăп.
Тăратăп, микрофонăм - манăн турăш...
Çук-çук, паян вăл - вутлă амбразура.
 
Хушса юрламалли:
Прожектор, рамăпа хунар
Каварлашса сапаç кăвар
Аяккăм, çурăм, питĕм тăрăх...
Ах, шăрăх! Шăрăх!
 
Микрофона, туятăп, çывăх мар эп -
Ман сассăм такама та йăлăхтарĕ.
Тунам пĕр чĕптĕм çеç - суя кăварĕ
Пĕр шелсĕр вăйланса чуна çунтарĕ.
 
Х.ю.
 
Вăл эсремет пек: çивĕчрен çÿхе!
Кăштах çеç йăнăшсассăн та - сисет.
Сурать «Хевтеçĕм çук» тени çине,
Хушать илмешкĕн тĕрĕс нотăсем.
 
Х.ю.
 
Паян пушшех те эп хăрăлтататăп.
Анчах сасса улăштарма хăратăп.
Чун хĕлĕхне кăштах кăна парсан та
Тÿрлетес çук ăна вăл - тем парсан та.
 
Х.ю.
 
Авкаланать çĕлен пек микрофон,
Пуçне хăрушшăн пăркалать. Пĕлетĕп:
Самантлăх чарăнсассăн - эс сăхан.
Юрлас пулать: вилсен вилетĕп.
 
Х.ю.
 
Ан йăшăлтат, ан хăй тек тапранмашкăн.
Эп куртăм сăнă: эс - çĕлен - чухлатăп.
Эп хам - асамçă халь çĕлен-калташăн.
Юрлакан мар, эп - кобра, ăрăмлатăп.
 
Х.ю.
 
Вăл çăткăн чĕпĕ евĕр выçлăхла
Çăвартанах сасса хыпса чăмларĕ.
Пуçран перет вăл тăхăр грамм тăхлан.
Хул çĕкленмест - алла тăллать гитара.
 
Х.ю.
 
Каллех!.. Пулмасть-тăр çакăн вĕçĕ...
Ман микрофон мĕскер вăл, мĕн ун ĕçĕ?
Вăл халь çурта пек питĕм умĕнче.
Анчах çунмасть. Эп - çылăхлă çын çеç.
 
Х.ю.
 
Ман кĕввĕм - ансатрах гаммăсенчен.
Анчах чуна сутам - ку ун саманчĕ:
Çапать пырса питрен те куçсенчен
Çав микрофон мĕлкийĕн саламачĕ!
 
Х.ю.
 
Куçа шарса ÿкет ман витĕр çутă.
Кĕтем-ши шăплăха е тăвăл тухĕ?
Тăратăп... Микрофонăм - манăн турăш...
Çук-çук, паян вăл - вутлă амбразура.
 
Х.ю.
Прожектор, рамăпа хунар
Каварлашса сапаç кăвар
Аяккăм, çурăм, питĕм тăрăх...
Ах, шăрăх! Шăрăх!
 
/Романтик тунсăхĕ/
Кутамккари вĕт чул пек вакланасшăн
Хам ăшăмра хамах шăкăртатап.
Тунсăхăма хуйха эп çавăрасшăн -
Кичемлĕхре асамлăхах шырап...
 
Пĕрре кăна уçман Çĕн Тĕнчене,
Кивви пайланнă лаптăксем çине.
Çук вăрттăнлăхĕ пирамидăсен,
Эсрел панче гусар та пиратсем.
 
Тем те пĕлен этепсĕрсен эшкерĕ
Тăрса тухайнă вĕçсĕр - шăкăрин.
Тупсăм тупаймăн пулмасан укçу,
Тек «Эврика!» темешкĕн шанчăк çук.
 
Чакăл тусен шалка çамки çинчен
Ÿксе эп хуçăлма ĕлкĕреймерĕм.
Ман ылтăна та Клондайк енчен
Пуçтарнă - варкăшмасть хура элемĕм.
 
Юмах киммисене хупланă юшкăнпа,
Чи юлашки çĕрет-тĕр могикан та.
Хурах карапĕсем выртаççĕ типĕтсе
Ăшăх шывра ырхан аякĕсе.
 
Кĕтессе çакнă ыр кинжалăмсем
Йĕннисенче выртаççĕ хĕсĕнсе.
Пĕртен пĕр шанчăка - хăмăш сулла
Хысак çумне çапса аркатнă
мăн хумпа.
 
Йышран юлташăмсем тухса ÿкеççĕ -
Вĕсен ĕмĕт-тĕллевĕ пурнăçланнă.
Пысăккине часрах алла ярса илеççĕ,
Хыçри кĕпер айне пушар чĕртеççĕ.
 
Сипетсĕр вăйăпа алхасакан
Авантюрист таврашĕ сахалланчĕ.
Вĕсем халь прерире - кĕтÿ хăвалакан...
Мустанг майлах пуласшăн учĕ çеç!
 
Эп - чысшăн çапăçас текен çĕрте,
Дуэлĕмсем йăлт пулса иртнĕ.
Чĕнекенни те, килĕшекенни те
Е килĕшнĕ, е пурте вилсе пĕтнĕ.
 
Ман ĕçĕм-хĕлĕме те мансăрах
Пурне те тунă пирĕн пулăшусăр.
Туяннă çупкă йĕксĕксем, часах
Кайса пăчланнă чыссăр-сумсăр.
 
Тем парăттăм пересшĕн Дантеса:
Анчах та, шел, кăшт каярах çуралнă...
Мĕскер тăвас? Тен, вăрттăн çаратас
Нотр-Дамран ăçтиçука халь манăн?
 
Ытти ĕмĕрсенчи кун-çулсенче
Ман пикесем, эх, пурăнса ирттернĕ...
Эп чăннипех е тĕлĕкĕмсенче
Саван тÿшексене йăлт йышăнса пĕтернĕ.
 
Ярса илейнĕ эп вилес çĕре те:
Вителĕк-и вăл, е курăк-и, е юр...
Куççуль тăкса сиплевçĕ йăмăксем те
Çук, манра мар çав, çуса янă, çук...
 
Туссем те вĕтĕ ала витĕр юхрĕç -
Унтан килмен никам та каялла.
Ыр вилĕмпе кайни - пĕри те çук-тăр,
Ытла та ир, пĕр сарăмсăр, паллах.
 
Кĕпе хывмасăр, çылăха туймасăр
Хăшĕ-пĕри вĕçлерĕ кун-çулне.
Мухтавласа, пĕрре те ылханмасăр
Пушатрĕç лăпкăн çеç куркисене.
 
Тепĕрисем пĕлсе те, чухласа та
Кирлĕ чухне юрларĕç те
пулассине сиссен,
Пурте çĕкленчĕç çÿлĕ çулпалан...
Эп ĕлкĕреймерĕм.
Юлтăм, çĕкленмерĕм!
 
Янкăр кун. Тÿпере - тап-таса...
Тимĕр-тăмăр çĕре таптаса,
кĕмсĕр-кемсĕр кĕрлет, ахăрать.
Йывăç сĕткенĕпе макăрать.
 
Тĕтĕм-сĕрĕм тăрать - хĕрес пек.
Çавăрмаççĕ йăва аистсем.
 
Пучах - ылтăн: епле
ĕлкĕрес?..
Акни пулчĕ, элле, ахалех...
 
Янтарь тĕслĕн мĕскер тĕлкĕшет?
Ку - Пушар... Тыр-пула тĕшĕрет.
 
Инкекрен мĕн пурри тарчĕçĕ.
Пĕтнĕ кайăк юрри - çăхан çеç!
 
Йывăçсем - кĕл, тусан айĕнче.
Юрăсем чарăнсан килĕрен,
 
Юратма та манать çут тĕнче -
Курайманлăх паян кирлĕрех!
 
Тĕтĕм-сĕрĕм тăрать - хĕрес пек.
Çавăрмаççĕ йăва аистсем.
 
Çĕрĕм-шывăм пĕрех ахлатать,
Вăрман тăрри çÿле кармашать
 
Вăрçăчченхи пекех кашласа...
Вĕçсĕр ахрăм текех хашлатать.
 
Тарса пĕтнĕ пурри тухăçа.
Çук тек кайăк юрри, аист çук!
 
Тĕрлĕ сасă çÿрет уçлăхра.
Халь те темĕн кĕрлет анăçра.
 
Шăппăн çеç такам кăшкăртăр -
Ут ури сас парать тă-пăр-тăк!
 
Тарса пĕтнĕ пурри тухăçа
Пуш-пушах пÿрт тăрри - аист çук...
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.