Микрофон умĕнчи юрăç
Хăй хыççăн кашни вăхăт-саманах нумай-нумай çын чун-чĕрине хускатса, çĕклентерсе, пăлхатса яракан поэт, юрăç, артист кăларса хăварать. Владимир Семенович Высоцкий пирĕн ăрушăн, çамрăклăхăмăр çирĕммĕш ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче иртнисемшĕн, пултарулăхĕпе халĕ те çутатса тăрать.
Литература пирĕншĕн пĕлÿпе пĕрлех ырă ĕмĕт-туйăмсен çăл куçĕ те, йăпану та пулнă. Сăвăсене манăн сасăпа вулас килетчĕ. Кăмăл-туйăмпа шухăшсене, чун-чĕм пахалăхĕсене тĕпĕ-йĕрĕпе уçса кăтартма, чун, ăс-тăн патне çитерме çавăн пек çеç пулать пек туйăнатчĕ.
Высоцкий пирки вара ку тĕлĕшпе чи çÿллĕ шая хăпарнăскер теме пулать. Хăйĕн çеммипе, гитара каласа хăйĕн хăрăлтăрах сассипе чуна тивмелле, асра юлмалла, çав тери ĕнентерÿллĕн çитерме пултарнă вăл хăй калас тенине куракан, итлекен патне. Хăй мĕнпе килĕшнине е килĕшменнине, мĕне курайманнине-сивленине, мĕншĕн савăннипе мĕншĕн чунне ыраттарнине пĕтĕм ăш-чикне уçса, тавăрса, çап-çара нервĕсене карăнтарса пырне хыртарса кăшкăрнă, макăрнă, калаçнă, шÿтленĕ, кулнă, юрланă концерт залĕсенче, театр сцени çинче. Ытларах, паллах, уçă кантăксем çине кăларса лартнă магнитофон динамикĕсенчен янăранă унăн сасси.
90-мĕш çулсен пуçламăшĕнче йывăр чире пула вырăнпах выртнă чухне мана такам /ас тумастăп халĕ/ В.Высоцкин Чăваш кĕнеке издательствинче 1989 çулта пичетлесе кăларнă «Нерв» ятлă сăввисен пуххине парнеленĕччĕ. Кĕнекене уçсан чи малтанхи «Песня певца у микрофона» сăввине вуласанах эпĕ пĕр тĕлĕнсе, пĕр çунатланса кайрăм... Кам хăçан та пулин микрофон умĕнче ĕçлесе курнă, çав питĕ лайăх ăнланĕ кăна. Çак ĕç-хĕлĕн чи пĕчĕк нюансĕсене, самантлăх туйăмĕсене, хавхаланăвĕсене, ыратăвĕсене, иккĕленĕвĕсемпе чун ăнтăлăвне пĕтĕмпех шута илсе мĕн тери вăйлă, мĕн тери тĕплĕн çырса кăтартма пултарнă автор!
Ман пуçра темшĕн çак сăвва чăвашла куçарас шухăш çуралчĕ.
Кăранташ илтĕм те тÿрех /библиотекарьсем каçарччăр ĕнтĕ/ кĕнеке страници çинех, сăвă йĕркисен хушшинех, питĕ вĕтĕ сас паллисемпе çырса куçарма пуçларăм. Ытлашши нумаях та нушаланмарăм - куçарса пĕтертĕм. Паллах, ун хыççăн ытти мĕн пур сăвва пĕр сасă палли сиктермесĕр вуласа тухрăм.
Вулакансене В.В.Высоцкин хам куçарнă сăввисемпе паллашма сĕнетĕп.
Комментари хушас