Комментари хушас

Хула-ялта çул тăвакан-юсакан техника хура кĕркуннечченех ĕçленине пĕлтĕр пурте курчĕç. Федераци программисене пурнăçа кĕртсе унта та кунта асфальт сарчĕç. Кăçал мĕн тума палăртаççĕ? Ку ыйту халĕ пуриншĕн те пĕлтерĕшлĕ. ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Иванов ытларикунхи пресс-конференцире каласа пани чухах пулчĕ.

— Республика тата муниципалитетсен шайĕнчи çула — 143, федераци трассине 9 çухрăм юсама палăртнă, — терĕ. — Çак ĕçсене пурнăçлама пурĕ — 1461 млн, вăл шутра федераци бюджетĕнчен 730 млн тенкĕ уйăрма пăхнă. Çуркуннерен пуçласа кĕркуннечченех 75 объектра ятарлă техника шавĕ кунĕн-çĕрĕн кĕрлесе тăрĕ.

Шупашкар районне çеç 250 млн тенкĕ яма палăртнă. 2018 çул вĕçĕ тĕлне кунти çулсен 70-75% норматива тивĕçтерессе шанаççĕ. Ку — республикăн вăтам кăтартăвĕнчен чылай лайăхрах кăтарту. 2017 çулхи Шупашкар агломерацийĕнче вăл кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне — 33%, кăçалхи çав кун тĕлне 45% танлашнă. Тепĕр çулталăкран 62% тăвасшăн.

— Федерацин «Хăрушă мар тата паха çулсем» программине пурнăçа кĕртме тытăнтăмăр та çулсен пахалăхне икĕ хутчен лайăхлатрăмăр, — терĕ министр. — Федерацин «Яллă территорисене çирĕппĕн аталантарасси» тепĕр программипе ял çыннисем валли çулсем тума пурĕ — 700 млн, çав шутра федераци хыснинчен 174,4 млн тенкĕ ярăпăр.

Федераци субъекчĕсенче пурăнмалли вырăн тумалли программа та республикăна пысăк усă парать. Эпĕ çул-йĕр хуçалăхĕ енĕпе çеç калатăп. Çулсем тума тата вĕсене реконструкцилеме пĕтĕмпе — 611 млн, çав шутра федераци хыснинчен 517,1 млн тенкĕ куçарĕç.

В.Иванов республика программисемпе те çулсем тăвасси, вĕсене юсасси çинчен те пĕлтерчĕ. Хуласенче 100 млн тенкĕлĕх çулсем хывĕç, муниципалитетсенче вĕсене пăхса тăма тата юсама 500 млн тенкĕ яма пăхнă. 

Юрий МИХАЙЛОВ.

Исключить из Яндекс-Новостей: