Саккуна пĕлменни яваплăхран хăтармасть
Раççей ял хуçалăх надзорĕн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕ тĕрлĕ саккуна епле пăхăннине, йĕркене пăсакансене тупса палăртнине, çак çитменлĕхсене сирме малашне еплерех ĕçлемеллине пысăк йышпа пухăнса час-часах сÿтсе явать. 2017 çулхи ĕç кăтартăвĕсене, вăя кĕрекен çĕнĕ саккунсене черетлĕ анлă ларура пăхса тухрĕç. Хуçалăх ертÿçисем, предпринимательсем, ял хуçалăх продукцине тирпейлекен организацисен представителĕсем пухăнчĕç Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине.
Управлени 2017 çулта 6,5 пин ытла тĕрĕслев ирттернĕ. Малтанхи çулсенчен чылай сахалрах ку, анчах вĕсен витĕмлĕхĕ пĕрре те чакман. Йĕркене пăснă 1300 тĕслĕхе шута илнĕ. Административлă явап тыттарасси пирки 1269 протокол çырнă, 1311 административлă ĕç пăхса тухнă, саккуна пăснă 1281 сăпата — 142 юридици сăпатне, должноçри 486 çынна, 179 предпринимателе тата 474 çынна — административлă майпа айăпланă. Пĕтĕмпе 9,5 миллион ытла тенкĕлĕх штраф хунă.
Ветеринари тытăмĕнчи ĕç-
пуç йышĕнче Африка мурĕ са-
рăласран ирттернĕ ĕçсене асăн-
малла паллах. Ку чир Раççейре
алхасать-ха. Уйрăмах Атăлçи тă-
рăхĕнчи регонсенче — Саратов,
Чулхула, Самар облаçĕсенче
— лару-тăру чаплах мар. Раш-
тав уйăхĕнче тупнă икĕ хир сыс-
ни Африка мурне пула вилни-
не кура республикăра та çак чĕр
чунăн шутне йĕркелесе тăма
тăрăшаççĕ. Çак тĕллевпе 2017
çулта Чăваш Енре кăна 178 хир
сыснине тытнă. Ара, вăрманта
мур илĕхес тĕк килти выльăха
та хăвăртах ерме пултарать-çке.
Чĕрĕ сысна, какай е апат саккун-
сăр турттарассинчен сыхланса
та тĕрлĕ транспорта — чукун çул
вакунĕсене, йывăр тиевлĕ тата
çăмăл автомашинăсене, сывлăш
тата шыв транспортне — 1700 хут-
чен тĕрĕсленĕ. Йĕркене пăснине
асăрхаман.
Тĕрĕслевсем ирттернĕ май
сĕтпе унран хатĕрленĕ юр-вар
пахалăхне ÿсен-тăран çăвĕ хуш-
са пăснă тĕслĕхсем — продук-
цин 32,5 процентĕнче — пурри
вара чăннипех те шухăша ярать.
Юрать-ха, кунашкал произво-
дительсен тĕлĕшпе яваплă ме-
рăсем йышăннă. Апла пулин те
хĕпĕртеме çук — сыхлăха çухат-
масăр юр-вара малашне те çирĕп
тĕрĕслемелле.
— Фальсификаци мĕншĕн ту-
хать? Мĕнле кĕрешмелле, епле
пĕтермелле ăна? Бизнесшăн про-
дукци пахалăхне чакарни тупăш-
лă эппин…
Тĕш тырă тухăçлăхĕ вăрлăх
пахалăхĕнчен те килет. Вăрт-
тăнлăх мар ку. Ятарлă тĕрĕслев-
сем вара тепĕр чухне вăл таса-
лăхĕпе, тухăçлăхĕпе нормăна
тивĕçтерменнине кăтартаççĕ.
Çĕр пирки калаçу пынă чух-
не çынсене усă курман лаптăк-
сем е ăна урăх тĕллевпе усă кур-
ни пăшăрхантарать. Тепĕр чухне
çынсем хăйсем те лаптăка пусă
çаврăнăшне кĕртмесĕр юрăхсă-
ра кăлараççĕ, — тимлĕх ыйтакан
ĕç сахал маррине, пĕр-пĕринпе
сÿтсе явмаллине, кăткăслăхсен-
чен тухмалли çул-йĕре палăр-
тмаллине пытармарĕ Управлени
ертÿçи Алексей Палькин.
— Пĕлтĕрхи ĕçе çеç пăхса тух-
мастпăр, пурин те тимлĕ пулмал-
ли çинчен калаçатпăр. Ветерина-
рипе санитари çĕнĕ нормисемпе
те паллашмалла. Малалла вулас...