Комментари хушас

9 Нарăс, 2018

Василий Чапаев миф мар — чăнлăх!

Паян — ентешĕмĕр Василий Иванович Чапаев çуралнăранпа 131 çул. Ун умĕн Граждан вăрçин легендарлă геройĕн мăнукĕ Татьяна Александровна Чапаева (сăн ÿкерчĕкре) «Хыпар» ыйтăвĕсене хуравлама килĕшрĕ.

Истори саманчĕсене пăснă

Сывлăх сунатăп, Татьяна Александровна! Сире Василий Иванович ентешĕсем халĕ те унчченхи пекех Граждан вăрçин геройне хисепленине тата сума сунине хыпарлатăп. Тен, çакна эсир пĕлетĕр те. В.И.Чапаев музейĕ куллен ĕçлет. Унта комдив пурнăçĕн çул-йĕрĕпе кăсăклансах паллашаççĕ, «чапаевецсем» — В.И.Чапаев ячĕллĕ çар чаçĕнче вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тăшмана пĕтерме хастар хутшăннă службăра пулнисем — тĕл пулаççĕ. Çапах та мана, тен, республикăра пурăнакансене В.И.Чапаев çинчен хайланă-ÿкернĕ илемлĕ произведенисем унăн биографийĕпе, истори чăнлăхĕпе еплерех килĕшсе тăни кăсăклантарать. Сăмахран, 2012 çултанпа центрти телеканалсемпе кăтартакан «Страсти по Чапаю» çинчен мĕн шухăшлатăр? Кино мĕнле?

— Эпĕ фильм сценаристне, пирĕнтен уйрăлса кайнă Эдуард Яковлевич Володарские пĕлнĕ. Унпа «Емельян Пугачев» фильм-диалог ÿкернĕ чухне 1970 çулсенче пĕрле тăрăшрăмăр. Иксĕмĕр хушăра ĕçлĕ çынсен лайăх производство хутшăнăвĕсем йĕркеленчĕç.

Вăл «Страсти по Чапаю» роман çырнине пĕлсен тата мана пĕр ыйту та паманнине кура питĕ тĕлĕнтĕм. Романран сценари туса ÿкернĕ фильма пăхсан ăна фантази валли чикĕлемен ирĕклĕх кирлĕ пулнине ăнланса илтĕм. Хам истори фильмĕсем ÿкерме хутшăннă кинематографист пулнă май кирек хăш произведени те илемлĕ сăнарсенчен тăнине, пурнăç чăнлăхне кăштах та пулин пăхăнманнине, авторсем ăна-кăна шухăшласа кăларнине, сюжет сыпăкĕсене пĕр-пĕринпе улăштарса лартнине пĕлетĕп. Анчах вĕсен пĕлтерĕшне тĕрĕс туса усса ямалла. «Страсти по Чапаю» фильмра чăнлăхпа килĕшсе тăракан самантсем пур, анчах вĕсене пăтратса пĕтернĕ.

Пурнăçра пулса иртнинчен ытла мĕншĕн япăхраххине шухăшласа кăларнине ăнланмастăп. Пурнăç хăй — чи лайăх сценарист, çакна тĕпе хурса фильм ÿкерсен кăсăклăрах, драмăллăрах, трагедиллĕрех пулать.

1934 çулта ÿкернине юратать

— Фильмра мĕн тĕрĕс тата мĕн тĕрĕс мар?

— Çапах та эпĕ хальхи вăхăтра чылай енĕпе чăнлăха пăсса çутатакан Граждан вăрçин темине çĕкленĕшĕн, иртнĕ саманари çынсем, çав шутра Чапаев, патне таврăннăшăн Володарские тав тăватăп. Истори фильмне ÿкернĕ пултарулăх ушкăнĕ ячĕпе те ăшă сăмахсем калатăп. Вĕсем питĕ лайăх ĕçленĕ. Анчах манăн режиссер тĕлĕшпе ÿпкев пур. Режиссер кирек мĕнле сценарирен те е шедевр, е хăй тĕллĕн вĕреннĕ деятель шайĕнчи фильм тăвать. Шел, эпир сÿтсе яваканни мухтава тивĕçлĕ фильм мар.

1934 çулта проката кăларнă «Чапаев» фильм /унта тĕп роле Борис Бабочкин вылять/ — чăннипех те гениллĕ, тĕнче кинематографийĕнчи чи лайăх 100 фильм йышне кĕнĕ шедевр. Эпĕ ăна 200 хут та курнă. Кашни эпизода, кашни кадра хакласа савăннă.

— Унта историе пăсса ÿкернĕ самантсем пур-и?

— Сюжета çивĕчлетессишĕн хронологие пăхăнман вырăнсем пур. Апла пулин те вĕсем шухăша вăйлатаççĕ çеç. Истори событийĕсене çыпăçтарнă, Анка пулеметчица, Петр Исаев пек пĕрлештернĕ сăнарсемпе усă курнă. Петр Исаевран Чапаев ординарецĕ тунă, чăннипе вăл çыхăну офицерĕ пулнă.

Лирика саманчĕ — Анка тата Петр. Чапаевăн çемье пурнăçĕ çинчен нимĕн те çук.

— Ун пирки мĕн кăтартмалла пулнă? Граждан вăрçи кĕрленĕ вăхăтра, йĕри-тавра выçлăх, юхăнчăк, пульăсем шăхăрнă, чир эпидемийĕ сарăлнă чухне çыннăн шалти пурнăçĕнчен мĕн кăтартмалла? Эсир çавна пĕр самантлăха та пулин куç умне кăларса тăратаятăр-и? Патронсем çук, ĕçмелли шыв çук… Этемле пурăнма шăпах вăхăт-и? Фурманов хăйĕн «Чапаев» романĕнче Настюшка çинчен тĕплĕнрех çырса кăтартать. Ун пирки Чапаев каласа кăтартнă имĕш. Çав сыпăк — шухăшласа илемлетсе кăларнă япала. Вулаканшăн кăсăклă пулĕ, анчах Василий Иванович биографийĕпе пач çыхăнман.

— Чапаев чиркÿ тунă-и? Турра ĕненнĕ-и?

— Чиркÿ тунă. Ăна çеç мар, çурт- йĕр, пичке-катка — пурнăçра кирлине пурне те тунă. Атăл тăрăхĕнче платникре çÿренĕ. Чухăн пурăннă, нумай ĕçленĕ.

Фурманов комдива пемен

Фурманов комиссар Чапаев çинчен элек çырса янă, ăна вĕлерес тĕллевпе çапăçу пынă вăхăтра фильмри пек çурăмĕнчен пенĕ тенисем тĕрĕс-и?

— Чапаев дивизийĕнче çаксем комиссар пулнă: Горбачев, Фурманов, Батурин /вăл Василий Ивановичпа пĕрле пуç хунă/. Фурманов 25-мĕш дивизире хĕсметре тăватă уйăх çеç тăнă. Комдивпа комиссар хушшинче тепĕр чухне тавлашусем пулнă — çар йĕркелĕвĕнче, Фурманов арăмĕ дивизи вырнаçнă çĕрте пурăннипе çыхăннă ыйтусемпе. Чапаев офицерсен арăмĕсем çапăçу пыракан территорире çÿренине йышăнма пултарайман. Çакă Василий Иванович тата Анна Фурманова хушшинче нимле роман та пулманнине çирĕплетет. Ку ыйтупа чи çÿлти командирсем Чапаев майлă пулнă. Тĕрĕслевсем ирттернĕ хыççăн Фурманова урăх чаçе куçарнă. Вĕсем пĕр-пĕринчен юлташла, ăшшăн уйрăлнă. Тĕрĕссине уççăн каламалла — Фурманов Чапаева хыçалтан пемен, ăна хирĕçле япăх ĕç туман.

— Эпĕ ăнланнă тăрăх фильм авторĕсем Чапаевăн хăш-пĕр иккĕленĕвне кăтартасшăн пулнă: совет влаçĕ майлă тăрса тĕрĕс çулпа кайнă-и? Вăл çавнашкал ыйту лартма пултарнă-ши?

— Çук. Чапаев, Пĕрремĕш тĕнче вăрçи витĕр тухнăскер, çав вăрçă кирлĕ мар тесе пĕрре те иккĕленмен. Тăван çĕршыв умĕнче хăйĕн тивĕçне тÿррĕн пурнăçланă çеç. Партие революцичченех кĕрсе чун-чĕрипе большевиксен идейисене парăннă.

Фильмри тепĕр юрату çыхăнăвĕ патне çитрĕмĕр — Чапаевăн тата шурă çар полковникĕн хĕрĕн юрату историйĕ.

— Володарский комдив полководецĕсенчен пĕрин Иван Кутяковăн хайлавĕпе усă курнă. Ахăртнех, вăл Фурмановăн литературăри пултарулăхне ăмсаннă. Кутяковăн ал çырăвĕнче Степан Разин çинчен çырнă юрă витĕмĕпе калăпланă сыпăк пулнă. Унта Василий Ивановичăн — чаплă кермен, дворян хĕрĕ, хĕрлĕ армеецсен кĕрлевĕ: «Комдив пире хĕрарăмпа улăштарчĕ!» Кайран Чапаев хĕре çапла калать: «Çук, эсĕ каях, манăн тăшманпа çапăçмалла». Вара пике хăйĕн çулĕпе кайнă та комсомола кĕнĕ. Паллах, çав хайлава кулмасăр вулаймастăн. Анчах Чапаев дивизири хĕрарăмсемпе ăшшăн калаçман, хутшăнман теместĕп. Пĕр-пĕрне хисеплени пулма пултарнă. Анчах вĕсем Василий Иванович шăпине улăштарайман. Ун пек хутшăнусем кашнин пурнăçĕнче пулаççĕ.

Хăйĕн фронтри юлташĕн арăмĕпе ачине пăхма йышăннă-çке вăл…

— Çапла. Ку Пĕрремĕш тĕнче вăрçипе çыхăннă. Чапаев е Камишкерцев чĕрĕ юлсан хăйĕн çемйине çеç мар, юлташĕнне те пăхма тупа тунă. Камишкерцев пуç хунă. Чапаев унăн çемйине укçа парса пулăшнă, каярахпа тусĕн ачисене усрава илме пынă. Çав вăхăт тĕлне унăн саккунлă тата юратнă арăмĕ Пелагея Никаноровна, Василий Ивановича виçĕ ача çуратса панăскер, фронтра çапăçнă упăшки пĕрмай килте çуккине чăтаймасăр кÿрши патне пурăнма куçнă. Ку — вăрçă пынă вăхăтри çемье драми. Тепĕр хут калатăп — Чапаев хăйĕн пĕрремĕш арăмне питĕ юратнă. Пелагея тĕлĕнмелле илемлĕ пулнă. Василий Иванович Камишкерцев арăмĕ патне ачисене илме пырсан хĕрарăм «эсĕ пĕччен, эпĕ пĕччен» тесе хăйне арăм тума илмешкĕн ыйтнă… Чапаевăн шăпи çавнашкал пулнă: вăл та — Пелагея.

Геройсем ÿлĕм те пулĕç

Чи кирлĕ самантсенчен пĕри: эпир Чапаев çинчен чĕрĕ çын пирки юмахланă пек калаçатпăр. Паян унăн сăн ÿкерчĕкне сирĕн сайтра та, ăна хисеплекен, унпа кăсăкланакансен сайчĕсенче те тупатпăр. Вăл пуç хунă чухне 32 çулта çеç пулнине те ăнланмалла. Хальхи пурнăç шайĕнчен пăхсан вăл яш çеç. Çав çулта унăн тĕлĕнмелле интуици, талант пулнине, ăна-кăна хăвăрт татса панине тĕпе хурса этем шайĕ чăннипех питĕ çÿллĕ пулнине туятăн.

— Паллах, ку иккĕлентермест.

Василий Иванович мĕнле пуç хунă?

— Унпа пĕрле Урал урлă ишсе каçма хăтланнă пĕрремĕш свидетельсем Чапаев шыва путнă тенĕ. Теприсем, ăна çыран леш енне каçарма ăсатнисем, йывăр сурансене пула унта вилнĕ тенĕ. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.