Комментари хушас

Нарăс уйăхĕн 6-7-мĕшĕсенче Мускавра «Бизнес ăнăçу» Наци премийĕн финалĕ иртет.

Унта Муркаш районĕн делегацийĕ «Предпринимательлĕхе пулăшассипе тата инвестици климатне лайăхлатассипе чи лайăх  муниципалитет практики» номинацие хутшăнать.

Конкурса Пĕтĕм Раççейри «Бизнес территорийĕ — пурнăç территорийĕ» форум вăхăтĕнче йĕркелеççĕ. Презентаци нарăс уйăхĕн 7-мĕшĕнче Предпринимателĕн тĕп çуртĕнче иртет. Муниципалитет чысне Муркаш район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев хÿтĕлĕ.

<...> Муркаш тăрăхĕнче инвестици явăçтарма майсем туллиех. Ял хуçалăхĕнче, туризмра, промышленноçра инвестпроектсем хута каяççĕ. 2016-2017 çулсенче кăна 320 млн тенкĕлĕх инвестици проектне пурнăçа кĕртнĕ, 79 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Кăçал вара çак кăтарту 600 млн тенке çитмелле, 200 çын ĕç тупса вырнаçмалла. Унсăр пуçне Патăрьел районĕнчи Решит Санзяпов фермер та «Бизнес ăнăçу» Наци премийĕн финалне тухнă. Тулли верси...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.