Комментари хушас

2 Нарăс, 2018

Республика Пуçлăхĕ «Раççей лидерĕсемпе» тĕл пулнă

Раççей Президенчĕ Владимир Путин сĕннипе иртнĕ çулхи юпа уйăхĕнче Пĕтĕм Раççейри «Раççей лидерĕсем» конкурс йĕркелесе янă. Унăн операторĕ — Раççей Президенчĕ çумĕнчи халăх хуçалăх тата патшалăх службин академийĕ.

Конкурс тĕллевĕ — управлени ĕçĕнче пултаруллисене тупса палăртасси, хăйсен вăйĕпе туллин усă курма пултаракансене малалла аталанма майсем туса парасси.

Унта 50 çула çитмен граждансен хутшăнма май пулнă. 35 çула çитменнисен управлени енĕпе икĕ çултан кая мар ĕçленĕ опыт кирлĕ пулнă, 36-50 çулсенчисен — 5 çулран кая мар.

Çĕршывĕпе пурĕ 199 пин çын конкурса хутшăнма кăмăл тунă. Вăл виçĕ тапхăртан тăрать. Пĕрремĕшĕ пĕлтĕрхи чÿк уйăхĕнче куçăнсăр майпа тест йĕркипе иртнĕ, иккĕмĕшĕ — раштав уйăхĕнче. Унта пурĕ 2691 çын хутшăннă, çав шутра 19-шĕ Чăваш Енрен.

Шăпах вĕсемпе — çурма финала хутшăннисемпе — тĕл пулчĕç те паян Правительство çуртĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертÿçи Юрий Васильев, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ЧР финанс министрĕ Светлана Енилина.

Конкурсантсем — ЧР наци телерадиокомпанийĕн директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Оксана Ачкасова, «Альянс-Авто» общество маркетингпа реклама службин ертÿçи Надежда Белова, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Роман Каляев, УФАСăн Чăваш Енри ертÿçи Вячеслав Борисов, «Элара» АОн информаци технологийĕ енĕпе ĕçлекен техника директорĕн заместителĕ Сергей Воробьев, ыттисем — хăйсен шухăшĕпе паллаштарчĕç.

«Раççей лидерĕсем» конкурсăн финалĕ нарăсăн 6-11-мĕшĕсенче Сочире иртĕ. Унта Раççейĕн 54 регионĕнчен 300 çын хутшăнĕ, Чăваш Ен чысне Оксана Ачкасова хÿтĕлĕ. Оксана Ивановнăна ăнăçу сунатпăр.

 

Теги: