Комментари хушас

Ыран, нарăс уйăхĕн 11-мĕшĕнче, Çăварни эрни пуçланать. Çавна май çĕршывăн тĕп хулинче çак кунсенче "Мускав Çăварнийĕ" фестиваль иртет.

Театра юратакансем валли "Хулари Ылтăн маска" ятпа программа хатĕрленĕ. Унта Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ те хутшăнать. Вăл «Пÿрнескепе унăн тусĕсем» спектакль лартать. Ĕнер, нарăс уйăхĕн 9-мĕшĕнче, театр "Профсоюз" метропа юнашар лаптăкра хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарнă. Унта вăл ыранпа тепĕр кун та пулĕ. Паян вăл - Камергер тăкăрлăкĕнче тата Революци тÿремĕнче.  

Вера ТИТОВА. Театр архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.