Комментари хушас

1 Feb, 2018 | Культура | уявсем

Çав каç Туркменистана, Армение, Грузие, Беларуçпа Украинăна тата ытти çĕршыва та «çитсе куртăмăр», çармăс, ирçе, белорус, акăлчан, грузин, чăваш ташшисене курса савăнтăмăр, тутар, чăваш, эрмен, туркмен тата ытти халăх юррисене итлесе килентĕмĕр.

Ку çеç-и? Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан тĕрлĕ халăх йăли-йĕркипе, культурипе, хăйне евĕрлĕхĕпе паллашрăмăр. Сăмахăм Çĕнĕ Шупашкарти «Химик» культура керменĕнче иртнĕ «Çĕнĕ Шупашкар — халăхсен тата культурăсен пĕрлĕхĕн хули» фестиваль пирки. Унта химиксен хулинчи тĕрлĕ наци кăна мар, кÿршĕллĕ çармăссем те, Патăрьел районĕнчи Шăхачри «Умарина» фольклор ушкăнĕ те хутшăнчĕ. Фестивальте кулинари, ал ĕçĕсен куравĕсене йĕркеленĕ. Пухăннисем фойере вырăс халăх тумĕсен выставкипе те хапăлласах паллашрĕç. Çĕнĕ Шупашкарсене ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Вячеслав Рафинов, Сергей Михеев, Юрий Зорин, Чăваш Енри хĕрарăмсен союзĕн председателĕ Алевтина Федорова, союзăн Ыр кăмăллăх фончĕн попечительсен канашĕн председателĕ Лариса Игнатьева, Çĕнĕ Шупашкар хулин пуçлăхĕпе Олег Матвеевпа хула администрацийĕн пуçлăхĕ Ольга Чепрасова саламларĕç. Лариса Игнатьева палăртнă тăрăх, пĕлтерĕшлĕ çак мероприяти халăхсен туслăхне, хăватне кăтартать. Владимир Викторов хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикинче, çав шутра Çĕнĕ Шупашкарта та, нумай наци çынни килĕштерсе пурăннине асăнчĕ. «Хăй вăхăтĕнче хитре çак хулана çĕклеме строительсемпе энергетиксем тĕрлĕ облаçран килнĕ. Паянхи кунчченех туслă вĕсем. Çак тапхăрта кунта чылай ырă йăла-йĕрке йăл илнĕ», — терĕ министр.

Алина МАКАРОВА, Çĕнĕ Шупашкарти 44-мĕш ача садĕнчи воспитательница:

Хĕрĕм «Химик» культура керменĕнчи «Узоры» ушкăна ташлама çÿремен тĕк ку уяв пирки пĕлместĕм те. Настя тĕрлĕ наци ташшисене ташлать. Кун пек фестивале вăл пĕлтĕр те хутшăннăччĕ. Мероприяти çав тери интереслĕ иртет, ахальтен мар паян та халăх çав тери йышлă пухăннă, пурин валли ларма вырăн та çитмест. Пирĕн хулара тĕрлĕ наци çынни пурăнни питĕ лайăх паллах. Пĕр-пĕринпе килĕштеретпĕр эпир, пĕр-пĕрне хисеплеме вĕренсе пыратпăр, ыттисене пăхса аталанатпăр. Ара, кашниех хăйĕн йăли-йĕрки, культури-çке…

Роза ВЛАСОВА. Cap.ru порталти сăн укерчĕк.