Ярмăрккăра — сĕт юр-варĕ
Иртнĕ шăматкун Канаш районĕнче «Сĕт çăтмахĕ» ярмăрккă иртрĕ. Унăн тĕллевĕ — хушма тата фермер хуçалăхĕсен сĕт юр-варне вырнаçтарма, туянакансене паха чĕр таварпа тивĕçтерме пулăшасси.
Ватти-вĕтти пасарта
Эрне каялла кăна сĕт уявне Шăхасанта йĕркелерĕç. Çынсем ыйтнине кура пĕлтерĕшлĕ мероприятие Канашра малалла тăсрĕç. Хулара сĕт, тăпăрчă, хăйма тата ытти çимĕç сутрĕç. Вырăнта туса илнĕ ял хуçалăх продукцине сутма-туянма Канашри микрорайонсенче пилĕк вырăн уйăрнă. Машинăсем тăвакан урамри пĕчĕк пасар та хушма тата фермер хуçалăхĕсен сĕт юр-варĕпе, ытти çимĕçпе тулнă. Çĕнĕ Шелттемри Галина Ерицева, Сиккассинчи Ирина Андреева уява тулли сĕт савăчĕсемпе килнĕ. Вĕсем сиплĕ çимĕçе ыттисене тутанса пăхма, туянма сĕнчĕç. Экологи тĕлĕшпе таса чĕр тавара çынсем хаваспах туянчĕç. «Сĕт çăтмахне» пуçтарăннисене Сиккасси ял тăрăхĕн пултарулăх ушкăнĕ илемлĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕ.
Канашри Çурçĕр микрорайонта пурăнакансен те суйламалăх пур: тăпăрчă, чăкăт, услам çу… Пасар хакĕсем лавккаринчен йÿнĕрех пулнăран, тавар пахалăхĕ тивĕçтернĕрен сутуçăсем патĕнчен халăх татăлмарĕ.
«Ир тăракан çерçи тутă пулнă», — тенĕ. Тури Юнтапари Алиса Николаева ир-ирех пасара сиплĕ çимĕçе йăтса тухнă. Сĕтел çине тулли савăтсене шăкăрин лартнă. Чакаç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Игорь Иванов та хушма хуçалăхра ирхи сăвăм вĕçленсенех пасара çул тытнă. Тавар пахалăхне çирĕплетме ветеринари тухтăрĕнчен справка та илнĕ вăл. Хутсăр килнисем вара пахалăха пасарта тĕрĕслеттерчĕç.
«Сĕт çăтмахĕ» уяв Шăхасанта иккĕмĕш хут иртрĕ. Хальхинче те ватти-вĕтти унта васкарĕ. Ку тăрăхри Оксана Степанова, Николай Иванов, Василий Ефремов çынсене сĕт, услам çу, чăкăт, килти сыр тата ытти сĕт юр-варĕпе тивĕçтерчĕç. Кашниех хушма хуçалăхĕнче 2-3-шер ĕне усранă май чĕр тавара патшалăха сутаççĕ, техĕмлĕ çимĕç хатĕрлесе час-часах пасара тухаççĕ. Выльăх-чĕрлĕх тыт-маннисем вара вĕсем патне пырса туянаççĕ. Эппин, тар тăкни сая каймасть темелле.
Канаш хулин пасарĕ те çак кун сиплĕ çимĕçпе палăрмаллах пуянланчĕ. Нумайăшĕ уява хушма хуçалăхсемпе фермер хуçалăхĕсен, вырăнти предприятисен сĕт юр-варне юриех туянма килнĕ. Сутуçăсене, тавар туянакансене Катекри «Шевле» фольклор ушкăнĕ наци йăли-йĕркипе, такмакĕсемпе савăнтарчĕ. Ял хуçалăх пасарĕнче районти ветерансен хорĕ те чуна пырса тивекен юрăсем шăрантарчĕ.
Канаш район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Сергей Михайлов палăртнă тăрăх, мероприяти тапхăрĕнче ытти чухнехипе танлаштарсан сĕт, тăпăрчă, услам çу, хăйма тата ытти çимĕç ытларах сутнă. Суту-илÿ вырăнĕсене тÿлевсĕрех уйăрнă.
Хулари пасарта Канаш районĕн тата хула администрацийĕсен ертÿçисем «çавра сĕтел» хушшинче сĕт хакĕпе çыхăннă çивĕч ыйтăва сÿтсе явнă. Сиксе тухнă йывăрлăхран тухмалли çул-йĕре вырăнтах шырамаллине палăртнă. Çав шутра чĕр тавар туса илекенсене продукцие вырнаçтарма пу-лăшмашкăн тĕрлĕ уявсем, ярмăрккăсем йĕркеленипе те.
Паха çимĕç
Кăрлач уйăхĕн 25-мĕшĕнче РФ ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Джамбулат Хатуов Пĕтĕм тĕнчери промышленноç академийĕнче иртнĕ «Сĕт туса илесси тата тирпейлесси: стратеги, тишкерÿ, технологи, хăрушсăрлăх, пахалăх» бизнес-форума хутшăннă.
Мероприятие уçнă май Джамбулат Хатуов сĕт халăхшăн кирлĕ те тĕп апат-çимĕç пулнине, аграрисен производствăна кăна мар, чĕр тавар пахалăхне ÿстермеллине каланă. Сĕт туса илекенсен тата тирпейлекен предприятисен халăха паха çимĕçпе çителĕклĕ тивĕçтерессипе пĕрле ĕçлемеллине палăртнă.
— Çĕршывра пурăнакансене паха та йÿнĕ сĕт юр-варĕпе тивĕçтерме чĕр тавар туса илессине тата тирпейлессине шайлаштармалла, — тенĕ вăл. Малалла вулас...