Комментари хушас

29 Кăрлач, 2018

Кун йĕркинче – саккунлăх ыйтăвĕсем

ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи право йĕркине тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен координаци канашлăвĕн тунтикун иртнĕ ларăвĕнче республикăра преступлени тăвассипе кĕрешес тĕлĕшпе 2017 çулта пурнăçланă ĕçе пĕтĕмлетрĕç, кăçалхи тĕллевсене палăртрĕç.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕлтĕр республикăра регистрациленĕ преступленисен шучĕ 7,5% чакнине ырласа палăртрĕ. 

Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков Президентăн çывхаракан суйлавне хатĕрленнипе çыхăннă ĕçпе паллаштарчĕ. Сасăлава йĕркелес енĕпе 1,2 пине яхăн суйлав участокĕ ĕçлĕ. ТСК суйлав çывхарнă май ун пирки халăха информаци парассипе çыхăннă ĕçе вăйлатасшăн - çакă гаждансен суйлав прависене туллин тивĕçтерме кирлĕ.

 

Теги: