Комментари хушас

25 Jan, 2018 | Çамрăксем | уявсем

Кăрлачăн 25-мĕшĕнче Раççейре Студентсен кунне анлă паллă турĕç. Çак уява халалласа çĕршывăн кашни кĕтесĕнчех тĕрлĕ мероприяти йĕркелерĕç. Акă Хусанта кăрлачăн 24-25-мĕшĕсенче студентсен клубĕсен Пĕтĕм Раççейри «Пĕрле малалла» вĕренÿ форумĕ иртнĕ.

Унта Чăваш Енри 40 хĕрпе каччă — И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн тата Шупашкарти коопераци институчĕн студентсен клубĕсен хастарĕсем — хутшăннă. Анлă мероприятие федерацин Çамрăксен ĕçĕсен агентстви тата Тутарстан Правительстви йĕркеленĕ. Унта 38 регионти çамрăксем пухăннă. Вĕрентÿ программине тĕрлĕ енлĕ йĕркеленĕ. Кашни темăпа «Пĕртан калаçу» дискусси клубĕсен ларăвĕсем иртнĕ, вĕсене паллă экспертсем ертсе пынă. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пынă пикесемпе каччăсем пĕр-пĕрин опычĕпе паллашнă, тĕрлĕ ăсталăх класне, тренд-сессисене хутшăннă. Çак пĕлÿ вĕсене команда пухас тата унăн ĕç-хĕлне ăнăçлă йĕркелесе пырас ĕçре кирлĕ пулĕ.

«Пĕрле малалла» форума хутшăнакансем ĕнер Раççейри студентсен кунне халалланă пысăк концерта курса савăннă. Унта Çамрăксен ĕçĕсен агентствин грант конкурсĕн çĕнтерÿçисене тата студентсен чи лайăх клубĕсене палăртнă. Çак концертра студентсене Раççей Президенчĕ Владимир Путин, Хусанта ĕçлĕ визитпа пулнăскер, уяв ячĕпе саламланă. «Студентсен тата çамрăксен витĕмĕпе Раççей яланах çамрăк та хăюллă, малашлăха ăнтăлать, — тенĕ вăл яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа вĕренÿре тата пурнăçра ăнăçу суннă май. — Эсир — çĕнĕ вăхăтра ÿснĕ çынсем. Маларах çулсенче çитĕннисемпе танлаштарсан сирĕн майсем ытларах. Эсир халь ирĕклĕнех çĕнĕ мода, çĕнĕ музыка, çĕнĕ искусство, çĕнĕ технологисем шухăшласа кăларма пултаратăр. Йăнăшасран ан шикленĕр, вĕсене çĕнтермелли тата хăвăра кирлĕ çулсене шырăр — вара эсир телейлĕ те ăнăçлă ăру пулатăр».

Чăваш çамрăкĕсем Пĕтĕм Раççейри форумра хавхаланнă тата çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевпе çунатланнă.

ШУХĂШСЕМ

Анна НИКОЛАЕВА, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн биотехнологисемпе агрономи факультечĕн магистранчĕ:

Пĕтĕм Раççейри «Пĕрле малалла» форум çулталăк пуçламăшĕнчех хавхалану тата çĕнĕ ĕмĕт-шухăш парнелерĕ, çакă проектсене пурнăçа кĕртмешкĕн питĕ кирлĕ. Ку форум студентсен клубĕсемшĕн пĕр-пĕрин опычĕпе паллашмалли лайăх вырăн пулчĕ. Çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин килсе саламланине эпир Студентсен кунĕнчи питĕ лайăх парне пек йышăнтăмăр. Вăл çамрăксемшĕн нумай тăрăшать, çакă хамăр вăя шанма пулăшать. Эпир, Чăваш Ен çамрăкĕсем, çĕнĕ çитĕнÿсем тума хатĕр!

Анастасия ДАНИЛОВА, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн ветеринари медицинпе зоотехни факультечĕн студенчĕ:

Эпĕ çакнашкал пысăк мероприятире пĕрремĕш хут пултăм. Икĕ кунра мĕн чухлĕ çĕннине, ыррине, лайăххине курмарăм-пĕлмерĕм пуль? Кăсăклă çынсемпе паллашрăм тата туслашрăм. Мероприятисенчен мана пултарулăх лапамĕнче Максим Бобковпа иртнĕ «Пĕртан калаçу» питĕ килĕшрĕ. Вăл пире хăйĕн çитĕнĕвĕсен вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарчĕ, çакă мана хамăн тĕллевсене пурнăçа кĕртме хавхалантарĕ. Концерт та питĕ килĕшрĕ. Унта пире çĕршыв ертÿçи хăй саламларĕ! Кун пек мероприятире тата хăçан пулăп-ха?

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.