Комментари хушас

Пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнче РФ Президенчĕ Владимир Путин 2018 çул Ырă тăвакансен çулталăкĕ пулассине пĕлтернĕччĕ. «Ку эсир çĕршыв аталанăвĕшĕн тунă чи пысăк паллă пулĕ», — палăртнă Владимир Владимирович ун чухне. Волонтерсен юхăмĕ Чăваш Енре те анлă сарăлнă. Ырă ĕç тăвакансен йышĕ çулленех ÿсет /2011 çулпа танлаштарсан 2 хут ытларах/. Паян, Студентсен кунĕнче, вĕсемпе ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕл пулчĕ.

Тĕлпулăва республикăри тĕрлĕ волонтер юхăмĕсен хастарĕсем пухăннă. Вĕсем хăйсен ĕçĕ пирки тĕплĕнрех каласа кăтартрĕç. Акă пирĕн регионта донорсен ретне тăракан çамрăк чылай. Çак юхăмăн хастарĕсем тĕрлĕ аслă шкулта, колледж-техникумра вĕренекенсене ырă ĕçе явăçтарас енĕпе тимлеççĕ. «Медик-волонтерсем» тĕрлĕ проект хатĕрлеççĕ. Сывлăх çинчен сăмах тапратсан Михаил Васильевич: «Сывă пулас тесен мĕн тумаллине пĕлетĕр-и? Чи малтан, сиенлĕ йăласемпе туслă пулмалла мар. Кашни кун улма-çырла, пахча çимĕç çимелле», — терĕ. «Пирĕн çамрăксем яланах сывă пурнăç йĕркишĕн! Сăмах май, вĕсем хамăр регионта çеç мар, федарацин Атăлçи тăрăхĕнчи, Раççей шайĕнчи мероприятисене те хастар хутшăнаççĕ. Пĕлтĕр Сочире иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери çамрăксемпе студентсен фестивалĕнче пулса курчĕç», — палăртрĕ ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕн тивĕçне вăхăтлăх пурнăçлакан Сергей Кудряшов.

Арина Максимова — «Тавах эсĕ пурришĕн» социаллă проект ертÿçи. Пĕлтĕр хастарсем грант çĕнсе илме пултарнă. Вĕсем йывăр чирлекен ачасен пурнăçне уява çавăрассишĕн чунне парса ĕçлеççĕ. Тĕрлĕ мероприяти, фотосесси çеç йĕркелемеççĕ вĕсем. Ачасен ашшĕ-амăшĕсене театра е бассейна кайма сĕнеççĕ, çав вăхăтра хăйсем ачасемпе лараççĕ. Çĕнĕ çул умĕн хастарсем кил тăрăх çÿресе шăпăрлансене саламланă. «Ачасем тĕрлĕрен пулаççĕ. Кашнинпе пĕр чĕлхе тупма пĕлмелле. Хăшĕ-пĕри ют çынпа тÿрех калаçма тытăнать, тепри шикленет. Пирĕн волонтерсем ĕçе пуçăниччен психологсем патне çÿренĕ, çавнашкал ачасемпе мĕнле ĕçлемеллине вĕреннĕ», — пĕлтерчĕ Арина. Проектпа килĕшÿллĕн, малтан вĕсем 30 çемьене пулăшма палăртнă. Анчах вĕсен шучĕ тата ытларах пулнă. Халĕ проекта малалла аталантарасшăн хастарсем: вĕсен пулăшăвĕ ыттисене те кирлĕ.

 

Ирина КОШКИНА. Cap.ru порталти сăн ÿкерчĕк.