Комментари хушас

Паян ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство çуртĕнче Итали делегацине йышăнчĕ.

Тĕлпулăва унпа пĕрле Чăваш Республики енчен ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин тата ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, Италирен Римри Никколо Кузано ячĕллĕ университет харпăрлăхçи Стефано Бандекки, технологĕ Алессандро Иурларо, университетăн «Вăрлăх» проекчĕн менеджерĕ Вальтер Андреа Виллани, Италипе Раççей кооперацине пулăшу кÿрекен ассоциаци президенчĕ Мария Асатрян тата «Солнечный» ООО агрономĕ Татьяна Кирюшина хутшăнчĕç.

Итали делегацийĕ Кÿкеçри арматура туса кăларакан заводра пулса курнă.

Михаил Игнатьев 2017 çулхи нарăс уйăхĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕпе асăннă университет пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлессишĕн çирĕплетнĕ килĕшĕве пурнăçлассине шанса тăнине тепĕр хут çирĕплетнĕ. Аса илтеретпĕр: Италири инвесторсем Шупашкар районĕнче пахча çимĕç селекцийĕпе вăрлăхĕн центрне тума тĕллев лартнă. Асăннă университет харпăрлăхçи Стефано Бандекки паянхи тĕлпулура та палăртнă ĕçе вĕçне çитеретпĕрех тенĕ. Икĕ ен республикăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ çак проектпа çыхăннă ытти ыйтăва та сÿтсе явнă.

Юрий МИХАЙЛОВ.