Комментари хушас

24 Кăрлач, 2018

Ял шкулĕсенче «Чăваш Ен сăнĕсем» галерея уçăлĕ

Шупашкарти «Асамат кĕперĕ» культурăпа курав центрĕн «Чăваш Ен сăнĕсем» проекчĕ Раççей Федерацийĕн Президенчĕн грантне çĕнсе илнĕ.

Çитĕнекен ăрăвăн граждан позицине йĕркелес тĕллевпе пуçарнă проекта Чăваш Республикин вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Кудряшов уçнă. Проекта хутшăнакансене — республикăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 21 учреждени ертÿçине — сертификат панă.

Асăннă пуçарăва пурнăçланă май тĕрлĕ ялти 21 шкулта «Чăваш Ен сăнĕсем» галерея йĕркелĕç. Унта чăваш халăхĕн паллă çыннисемпе — Г. Айхипе, Н. Ашмаринпа, Н. Бичуринпа, Г. Волковпа, П. Егоровпа, К. Ивановпа, Н. Мордвиновпа... — паллашма май килĕ. Ăслăлăх, культура, космонавтика, спорт, дипломати, çар ĕçĕнче йĕр хăварнă çынсем çинчен проектпа килĕшÿллĕн DVD-диск та хатĕрлĕç.

Теги: