Комментари хушас

15 Кăрлач, 2018

"Хыпар" издательство çурчĕн корреспонденчĕ "Тантăшпа" паллаштарнă

Кăрлач уйăхĕн 12-мĕшĕнче «Хыпар» издательство çурчĕн «Тантăш» хаҫачĕ 87 ҫул тултарнă. Ҫавăнпа паян Чăваш наци радиовĕн редакторĕ Мария Самделова «Ирхи кăмăл» кăларăма Лариса Петрова корреспондента чĕннĕ.

Хаҫат пурнăҫĕ пирки ыйтса пĕлнĕ май Маша радиоитлекенсене те мĕн кăсăклантарнине ыйтма йыхравланă. Етĕрне районĕнчи Андриян ача чухне те, кайран та «Тантăш» хаҫатпа туслă пулнине палăртнă. Шăпах «Тантăша» пула вăл Тутарстан хĕрĕпе паллашса ҫемье ҫавăрнă иккен. «Халĕ ҫемьене упраса хăвараймарăмăр пулин те ачасем пурришĕн савăнатăп, ҫак хаҫат манăн пурнăҫра пысăк та пĕлтерĕшлĕ йĕр хăварчĕ», - тенĕ вăл тӳрĕ эфира шăнкăравласа ҫитсен. 

Ҫавăн пекех кăларăмра радиоитлекенсем тата хаҫат вулаканĕсем валли вăйă иртнĕ. «Халĕ хаҫат редакторĕ – Алина Ларшникова. Ун умĕн вара кам пулчĕ?» - ыйтăва хуравлама тивнĕ вĕсен. Тĕрĕс хурав – Алина Изман. Кăларăм вĕҫлениччен килсе ҫитнĕ ҫырусенчен тĕрĕссин хуҫи Алина ятлă. Ăна Мария Самделова концерта кайма икĕ билет парнеленĕ. Билетне ҫĕнтерӳҫĕн «Тантăш» хаҫат редакцине пырса илмелле.

Рубрика: 
Теги: