Комментари хушас

Шăп Çĕнĕ çул кĕрекине лариччен ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Светлана Асамат Шупашкарти Туслăх çуртĕнче «Хĕрарăм чĕри» куçару кĕнекин хаклавне ирттерчĕ. Юбилей çулталăкĕнче вăл виçĕ кĕнеке «Струят капели...», «Хĕрарăм чĕри», «Çăка çеçки çурăлсан...») пичетлесе кăлармашкăн вăй-хал çитернĕ. Шăпах унăн ĕçĕсем тавра паянхи сăмахăм.

«Хĕрарăм чĕри» кĕнекене 39 чĕлхепе калаçакан хĕрарăм сăвăçсен ĕçĕсене кĕртнĕ. Атăлçи (мари, удмурт, пушкăрт, тутар), славян (украин, белорус, поляк, Балтика (литва, эстон, латыш), Вăта çĕр Ази (казах, узбек, кăркăс, таджик, туркмен), Кавказ (ногай, авар, чечен, грузин, эрмен, кумык, лак, даргин, лезгин, абхаз, азербайджан, балкар, карачай, кабарда, осетин), Хĕвел тухăç Европа (молдаван, Крым тутарĕ), Çĕпĕр, Алтай, Камчатка (уйгур, бурят, хакас, тува) халăхĕсен тата авалхи грексен поэзийĕ ытла та хăйне евĕрлĕ. Светлана Асаматăн куçарăвĕ çак халăхсен культурипе, йăли-йĕркипе, историпе паллаштарать.

Республикăри Халăхсен ассамблейин ертÿçи Лев Кураков тĕрлĕ наци туслăхĕ тавра калаçнă май Светлана Асаматăн ĕçне ырларĕ. Çакăншăн ăна Ассамблейăн ылтăн паллипе чыслама сĕнчĕ.

8 хутчен редакциленĕ

— Хĕрарăм мĕнпе сывланине кăтартмашкăн тĕллев тытрăм. Унăн чĕри мĕн çинчен кăшкăрса, йăлăнса, асапланса, йăпанса, савăнса, хумханса каланине палăртас килчĕ. Кĕнекере — тĕрлĕ пулăма сăнарланă сăвăсем.

Вуланă-суйланă май макăртăм та. Тĕрлĕ тăрăхра пурăнакансем пĕр-пĕринчен уйрăлса тăни куç кĕрет.

Эпĕ хама килĕшекеннисене суйласа илнĕ. Апла тăк пирĕн шухăшсем пĕрле вĕçсе çÿреççĕ уçлăхра, çавăтăнса чăмпăлтатаççĕ çăл куçра... Вĕсем ту хушшине илсе кĕреççĕ, чечексемпе, çилпе калаçтараççĕ, çÿçе арпаштараççĕ... Шухăшлавра чумра та, сакльăра та ларса куртăм, тĕрлĕ инструментпа каласа йăпантăм. Куçару вăл — хăйне евĕрлĕ калаçу-йăпану.

«Мĕне кирлĕ чăваш чĕлхи?» — текенсенех калас килет: çав сăвăсем вырăсла тата чăвашла мĕнле янăранине вулаччăр! Пирĕн чĕлхе чипер, пуян. Вăл кăткăс пулăмсене вырăнлă сăмахсемпе уçса пама чăн-чăн маçтăр.

— «Эсĕ ыйтрăн манран:

«Мĕн тесе сăвă-кĕвĕ çыратăн,

Ху вăйна суха пуç туртакан

Вăкăр чухлĕ тăкатăн?..» — çак йĕркесен авторĕ Ашальчи Оки çинчен, сăмахран, мĕн пĕлетĕр?

— Вăл удмурт поэзийĕнчи чи пĕрремĕш хĕрарăм сăвăç. Çавăнпах кĕнекене унăн пĕр сăввине те пулин кĕртес килчĕ. Çак халăх поэчĕсенчен, тĕслĕхрен, эпĕ Татьяна Черновăна кăна паллатăп. 25 çул каялла Удмурт Республикине чăваш Акатуйне кайнăччĕ. Тăван тăрăха таврăнсан республика хаçатĕнче çул çÿрев очеркĕ пичетлесе кăларнăччĕ. Мари сăвăçипе Зоя Дудинăпа Шупашкарта паллашрăм. Вăл Чăваш патшалăх педагогика университетне тĕл пулăва килнĕччĕ. Ун чухне хăйĕн кĕнекине парнелесе хăварчĕ.

Суйласа илнĕ сăвăсен авторĕсем çинчен çырнине Интернетра шырарăм. Вĕсен ĕçĕсене тĕрлĕ чĕлхене куçарнă иккен. Нумайăшĕ «Халăх поэчĕ» ята тивĕçнĕ. Чаплă çынсен сăввисене куçарма пултарнишĕн питĕ савăнтăм.

Ку ĕçе малалла тăсма ĕмĕтленетĕп. Вырăс поэзийĕ чуна çывăх. Манăн чи юратнă сăвăç — Марина Цветаева. Унăн нумай кĕнекине вуланă. Сăввисенчи кăткăс сăмах çаврăнăшĕсене куçарма çăмăлах пулмĕ.

Ку кĕнекесемпе шкул программинче усă курсан тем пекехчĕ.

— Эсир тĕрлĕ халăхăн пуянлăхне сăнлакан фильм хатĕрлени те куçарнă сăвăсен шухăшне вăйлатрĕ. Ăна кĕнеке хаклавĕнче кăтартни мĕнешкел вырăнлă пулчĕ.

— Уява пынисене çав халăхăн тумне, сăн-сăпатне, сăпайлăхне кăтартас, вĕсен сассине, юрри-кĕввине итлеттерес килчĕ. Тĕрлĕ наци çыннисен тавра курăм, пултарулăх хăвачĕ тинĕс анлăшĕнче саланать, ту çине вĕçсе хăпарать... Поэтсем кăйкăрăн вичкĕн куçĕпе ту хушшипе çатлаттарса чупакан çăл куçа мĕнешкел сăнарлă кăтартаççĕ. Вăрçă аса илĕвĕсем чуна хускатаççĕ. Мĕншĕн эпир ачалăхăн кашни самантне асра упратпăр? Ялсем пĕтсе пыраççĕ. Пирĕн вара çуралнă вырăна манма юрамасть. Çакăнтан пуласлăх пуçланнă. Юрату çинчен мĕнле хитре çыраççĕ тата.

— «Хĕрарăм чĕри» кĕнекене миçе çулта хатĕрлесе çитертĕр?

— Çакăнти сăвăсене 4-5 çул куçартăм. Эпĕ хавхаланса кайсассăн кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçлетĕп. Ывăннине те, çывăрас килнине те туймастăп. Пĕр кунра 10 ытла сăвă куçарни те пулнă. Малтан кăшкарне хатĕрленĕ, унтан, кăшт канса илсен, тепĕр хутчен вырăсла çырнипе танлаштарнă. Татах якатнă, чутланă... Пичетлесе кăлариччен ку кĕнекене 8 хутчен редакцилерĕм.

Слакпуçри Пайкилт кĕтесĕ

— И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсем сăвăсене вырăсла тата чăвашла вулани çав тери килĕшнине палăртрăр. Вĕсен вĕрентекенĕпе, Чăваш драма театрĕн артисчĕпе Иван Ивановпа, эсир тахçантанпах туслă вĕт.

— Литература музейĕнче ĕçленĕ вăхăтра ăна чĕнсе илеттĕм. Вăл студентсене явăçтарса инсценировкăсемпе, сăвăсемпе пуянлататчĕ пирĕн уявсене.

Ухсай Яккăвĕ çуралнăранпа 100 çул çитнĕ тĕле Слакпуçне тухса кайрăмăр. Унăн кун-çулĕпе пултарулăхне кăтартмашкăн ятарласах сценари хатĕрлерĕм. Ун чухне студентсем, ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕсем Людмила Яковлевăпа Василий Николаев, РФ тава тивĕçлĕ артистки Валентина Смирнова çула тухрĕç. Иван Иванович тăрăшнипе «Тутимĕр», «Нарспи» трагедисен сыпăкĕсене кăтартрăмăр. Пушкăрт чăвашĕсем пире хапăл турĕç.

Сăвăпа юрă композицине Кăнна Кушкинче пурăнакансене те кăтартрăмăр. Яков Гаврилович унта та пĕр тапхăр ĕçленĕ.

— Пĕлтĕр чăваш делегацийĕ Байкал тăрăхне çитсе килчĕ. Вĕсем Пушкăртстанра хунавсем лартса хăварнă. Ку ĕçе эсир тăрăшнипе пурнăçланине ятарласа хатĕрленĕ сюжетра каласа хăварчĕç.

— Пушкăрт тата чăваш тавра пĕлÿçисем тĕпчесе çирĕплетнĕ тăрăх, Константин Ивановăн тăванĕсем Пушкăртстана Канаш районĕнчи Пайкилт ялĕнчен куçса кайнă. Çак пулăма палăртса хăвармалла вĕт пирĕн. Чăваш наци музейĕн ĕçченĕсемпе канашласа Канаш ентешлĕхĕпе çыхăнтă-мăр. Пайкилт ялĕнче шкул патĕнче шăпах пушă вырăн пур. Канаш район администрацийĕпе пĕр шухăшлăн çавăнта Поэзи сачĕ лартса хăварма палăртрăмăр. Унта Слакпуç кĕтесĕ валли вырăн уйăртăмăр.

Чăвашсем инçе çула тухма хатĕрленнине кура Пайкилтре Константин Ивановăн тăванĕсен килĕ вырăнĕнче çитĕнекен хунавсене кăкласа килме ыйтрăм. Çав 25 йывăçа /поэт 25 çула яхăн пурăннă/ Слакпуçĕнчи Константин Иванов паркĕнче лартса хăварнă. Ăна Пайкилт кĕтесĕ ят панă.

Кăçал «Нарспи» поэма пичетленнĕренпе 110 çул çитет. Константин Иванов çуралнă тĕле, çу уйăхĕнче, Пушкăртстан чăвашĕсем кунта килĕç. Вĕсем Пайкилтре Слакпуç кĕтесĕнче 25 хунав лартса хăварĕç. Ку икĕ тăрăх вăртахланнине, тăванлашнине пĕлтерĕ.

— Сирĕн пуларулăха сума сăвакансем, паллах, çĕнĕ ĕçсем кĕтеççĕ. Пĕлтĕр, юбилей çулталăкĕнче, виçĕ кĕнеке кăларса хăвăра парне турăр.

— Чăннипех те çапла. Ака уйăхĕнче ĕçе шăнкăравларĕç. «Светлана Васильевна, эпир сире Пелепее «Хавхалану çăл куçĕ» фестивале чĕнетпĕр», — терĕç. «Пымаллах-ши? Эпĕ сирĕн тăрăхра нумай пулнă», — ăнлантарма хăтланатăп. Пушкăртсем мана Фатих Карим ячĕллĕ литература премине пама йышăннине пĕлсен куççуле чараймарăм. Кĕтмен çĕртен пулчĕ. Константин Иванов çуралнă çĕр çинче мана чыслаççĕ!..

Тĕлĕнни иртсен çакнашкал шухăш тытрăм: унта каяс пулсан вĕр çĕнĕ кĕпе çĕлетмелле. Унсăр пуçне хăнана пушă алăпа кайни килĕшÿллĕ мар. Тăван чĕлхепе çырнă кĕнекесем пур-ха. Уява пыракан хăнасем пурте чăвашла пĕлмеççĕ. Çакна шута илсе «Струят капели...» вырăсла кĕнеке кăлартăм. Хуплашкине пăхăр-ха: хĕрача асамат кĕперĕ çинче ларать. Тÿперен сывлăм, ахах, телей, тăнăçлăх, ăнăçу тумламĕсем ярăнса анаççĕ. Ăна фестиваль хăнисене, шкулсене, гимназие парнелесе хăвартăм. Филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Галина Ермакова ум сăмахĕнче çак кĕнекене пысăк хак пачĕ.

Йĕр хăварма пултарсан — кĕр...

— Эсир — 19 кĕнеке авторĕ. Хăйĕн вăйне шанакан çын кăна куçару ĕçне пуçăнать. Кĕнеке кăларма шухăш тытнисене мĕн сĕннĕ пулăттăр?

— Пиçсе çитмен çимĕç те, апат та тутлă мар. Кĕнеке те çавах. Сăвă- юрă вăл — чун апачĕ. Тавра курăма анлăлатмалла, ăс-хакăла çирĕплетмелле, шухăша çавăрттарма вĕренмелле. Эпĕ ачаранах нумай вуланă. Пĕлнĕ-пĕлмен ĕçе пуçăнма юрамасть. Йĕр хăварасса шансан кăна кĕр сăмах чăтлăхне, уçлăхне, тинĕсне. Уçма пултар вĕсен вăрттăнлăхне. Юрă, калав çырнă чухне те çаплах. Малалла вулас...

 

Марина ТУМАЛАНОВА калаçнă. Татьяна НАУМОВА сăн ÿкерчĕкĕ.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.