Атăл юхать малалла…
Атăл шывĕ юхать малалла, пурнăç шавĕ юлать хыçала… Кунран-кун çĕнĕлĕхсем илсе килет черетлĕ ир. Кашни черетлĕ кун хыпарпа тулать… Тĕрли пур вĕсен хушшинче, çапах та савăнтараканни ытларах…
Аллăмра — «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçата 2018 çулăн пĕрремĕш çурринче илсе тăмашкăн ăçта мĕн чухлĕ çырăннине кăтартакан таблица. Чи савăнтараканни — пĕтĕмĕшле кăтарту. Кăларăмăн шанчăклă «тусĕсен çарĕ» пурри пире, журналистсене, питех те савăнтарать. Çĕнĕ çула яланхи пекех йышлă çемьепе — 7 пин ытла экземпляр тиражпа — кĕтĕмĕр. Ĕлĕкрех чăваш кил-йышĕнче виçĕ ăру çынни туслă пурăннă. Халĕ çамрăксем ирĕклĕхе кăмăллаççĕ. Апла пулин те çемьере виçĕ çынран сахал марах. Çапла вара киле çитнĕ «Чăваш хĕрарăмне» виçĕ çын вулатех. Апла, вулаканăмăрсен йышĕ сахалтан та — 20 пин ытла. Тĕрĕссипе, тусăмăрсен çырăвĕсенчен çакă паллă. Кашниех тенĕ пек юратнă хаçата хăй кăна тишкернипе çырлахмасть, кÿрши-аршине паллаштарать, лавккара пухăннисене кăмăла ларакан кăларăма сасăпах вуласа паракан та пур. Çавăн пекех чылайăшĕ хаçата вулавăшра алла илет. Апла тăк хаçат тусĕсен йышне палăртма та çăмăл мар. Çапах та вулаканăмăрсене журналистсен мĕн хаçат тухма пуçланăрапах никĕсе хывнă девизне аса илтерес килет — пĕр чăваш хĕрарăмĕ те «Чăваш хĕрарăмĕсĕр» ан юлтăр! 21 çул çак шухăш-ĕмĕтпе хĕмленсе пурăнать хаçатăн пĕчĕк коллективĕ. Пĕчĕк коллективăн вышкайсăр пысăк ĕмĕтне пурнăçа кĕртме вара эсир кăна, тусăмăрсем-тăванăмăрсем — вулаканăма юратса-хисеплесе çапла кăна чĕнес килет — пулăшма пултаратăр. Паллах, пĕр е икĕ кунра пурнăçламалли ĕç мар ку. Çапах та эсир те тăванăрсене, пĕлĕшĕрсене хаçат çинчен каласа кăтартсан, парне вырăннне çырăнса та парсан пурте пĕрле пархатарлă çак тĕллеве пурнăçа кĕртетпĕрех, кашни хĕрарăма уншăн кăсăклă кăна мар, усăллă та кăларăмпа туслаштарма пултаратпăр.
Халĕ вара «Чăваш хĕрарăмне» тĕрлĕ
майпа çырăнса илме май пуррине
аса илтерес килет. Хăнăхнă йăлапа,
паллах, почта урлă çырăнса илекен
нумай. Ĕлкĕрейменнисен те кулянма
кирлĕ мар — почтальонпа хальтерех
тĕл пулсан нарăс /февраль/ уйăхĕнчен
илсе тăмашкăн çырăнма пулать. Район
центрĕсенче пурăнакансем укçа-тенке
перекетлеме пултараççĕ — «Чăваш
пичечĕн» киоскĕсенче çырăнтару хакĕ
йÿнĕрех. Хулара вара çавăн пекех
«Советская Чувашия» хаçат киоскĕсенче
те çырăнма май пур. Чи йÿнни — хаçата
редакцие килсе илмелле çырăнни. Ялта
тĕпленнисем те çак мелпе усă курма
май тупрĕç. Калăпăр, Красноармейски
тăрăхĕнче пурăнакансем альтернативлă
мелпе анлă усă кураççĕ — редакцие
килсе илмелле çырăнаççĕ. Районтан
Шупашкара эрнере пĕрре кам та пулин
килетех — вăл пурин валли те илсе
таврăнать. Çапла ялта пурăнакансен
те укçа-тенке перекетлеме пултараççĕ
— «Чăваш хĕрарăмне» альтернативлă
майпа çур çуллăха 144 тенкĕпе çырăнма
пулать. Эрнере пĕрре тухаканскерне илсе
тăмашкăн та питĕ меллĕ.
Вулаканăм! Эсĕ мĕнле те, эпир вара,
редакцире вăй хуракансем, çырăнтару
кăтартăвне чăтăмсăррăн кĕтетпĕр. Туссен
йышĕ ăçта хушăнни, ăçта вара хухни
кăсăклантарать пире. Кăçал акă «Чăваш
хĕрарăмĕ» çĕршывăн тĕп хулине те çитрĕ.
Тĕрĕссипе, Раççейĕпех йĕркеленнĕ-ха
çыхăну. Халĕ вара Мускав облаçĕнче
кăна мар, шĕкĕр хуламăрта та хаçатпа
кăмăлласах паллашасса шанас килет.
Пурнăçăн хăйĕн йĕрки. Тĕрлĕ сăлтава
пула тĕнчипех саланнă чăваш. Çапах
та тăван чĕлхешĕн, çуралнă кĕтесшĕн
тунсăхланине палăртаççĕ йăхташăмăрсем
редакцие вĕçтерекен çырусенче. Тунсăха
кăшт та пулин сирме тăрăшса чăваш
хаçат-журналне çырăнаççĕ. «Чăваш
хĕрарăмĕн» черетлĕ номерĕпе паллашсан
тăванпа курса калаçнă пекех туйăннине
пĕлтереççĕ. Алтай тăрăхĕнчи Рубцовскра
çултан-çул юратнă кăларăма çырăнса
илекен тăванăмăра тав тăватпăр.
Кÿршĕсем, Тутарстанра тĕпленнĕ йăхташăмăрсем,
яланхи пекех хастарлăхпа
палăраççĕ — пурĕ 282 экземпляр /пĕлтĕр
274 пулнă/. Пушкăртстан чăвашĕсем
пирĕн кăларăм 86-ăн çырăннă /пĕлтĕр
99 пулнă/. Ульяновск облаçĕнче те
çыхăну çирĕп — 62 /пĕлтĕр 51/ çемье
пирĕнпе туслă. Самар тăрăхĕнче 35 /29/
тăван пур «Чăваш хĕрарăмĕн». Тюмень
тăрăхĕнче — 10 /9/, Кемĕр тăрăхĕнче
— 7 /7/, Волгоградсем 6-ăн /9/ суйланă
пирĕн кăларăма. Краснодар тăрăхĕнче
те йыш ÿснĕ — кăçалтан пуçласа 3 /1/
çемье республика хыпарĕсемпе «Чăваш
хĕрарăмĕ» урлă паллашма кăмăл тунă.
Сивĕрен хăрамасăр Красноярск крайне
суйланă чăваш — 4 /5/ экземпляр пырса
тăрĕ унта. Сарă ту тăрăхĕнче те 4-ăн /5/
пирĕнпе туслă çыхăнăва малалла тăснă.
Эрĕнпур, Тверь, Иркутск облаçĕсенчи
йăхташăмăрсене кăларăмпа — 3-шер /1/
çемье — паллаштарса тăрасса шанатпăр.
Çапла майпа, тен, çитес çур çуллăхра
пирĕн туссен йышĕ татах та ÿсĕ. Çапла
пултăр тесен хаçат вуланипе кăна
çырлахмасăр пирĕн пата çыру çырма
та ыйтатпăр сирĕнтен. Эсир аякра мĕнле
пурăнни питех те кăсăклă пирĕншĕн.
Вырăнти хыпарсемпе паллашнă май,
тен, Дагестанра /2 экземпляр/, Мускав,
Пенза, Чулхула облаçĕсенче /2-шер/
туссен йышне ÿстерме май килĕ. Çапах
та йыш мĕн чухлĕ пысăкрах, эпир
çавăн чухлĕ вăйлăрах-çке. Çак чĕнĕвех
Иваново, Кострома, Омск, Томск,
Челябинск облаçĕсене, Чечня, Мордва
республикисене, Пермь крайне, Санкт-
Петербурга çитерес килет — хальлĕхе
унта «Чăваш хĕрарăмне» 1-ер экземпляр
çырăнса илеççĕ. Республика тулашне
пурĕ 528 экземпляр «çула тухĕ» кăçал —
пĕлтĕр çак тапхăрта 517 пулнă. Малалла вулас...