«Чунра савăнăç туйăм çурални илĕртет»
«Манăн яланах кама та пулин пулăшас килет. Йывăрлăха лекнисене ал парсан е пĕрлехи ырă ĕçе хамăн тÿпене хывсан чунра савăнăç туйăмĕ çуралать. Пире, волонтерсене, çакă илĕртет тата пĕрлештерсе тăрать», — палăртрĕ И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студентки Инга Егорова.
Пушă вăхăт çукпа пĕрех
Вăрнар районĕнче çуралса ÿснĕ пике ырă тăвакансен юхăмĕпе 16 çулта, Шупашкарти экономика-технологи колледжне вĕренме кĕрсен, кăсăкланма пуçланă. Экономикăпа çыхăннă специальноçа алла илекенскер вĕренÿре те лайăх ĕлкĕрсе пынă, общество ĕçне те хутшăннă. 2014 çултанпа, ун чухне хĕре хулан Ленин районĕнчи Çамрăксен правительствин членне суйланă, волонтерсен ĕçне пуçĕпех путнă. «Эпир ытти çамрăкпа пĕрле тĕрлĕ акцие хутшăнатпăр, конкурссемпе «çавра сĕтелсем» йĕркелетпĕр. Мана ытларах патриотизм кăсăклантарать. Хамăр хулара иртнĕ хоккей матчĕнче волонтерсен ушкăнĕсенчен пĕринче тим-лидер пулса курма тÿр килчĕ», — калаçăва тăсрĕ Инга.
Халĕ вăл ЧППУн истори, управленипе право факультетĕнче аслă пĕлÿ илет. Çав хушăрах Шупашкар хулин Çамрăксен правительствин секретарĕнче тăрăшать. Аслă шкулти, хулари тата республикăри мероприятисене хутшăнать çеç мар, вĕсене йĕркелес енĕпе те пуçарулăх кăтартать. «Волонтерсен юхăмĕ ку енĕпе опыт пухма, çĕннине нумай пĕлме, тавра курăма анлăлатма, кăсăклă çынсемпе паллашма, коммуникаци ăсталăхне аталантарма пулăшать тата лайăх кăмăл-туйăм парнелет», — терĕ пике. Вăл хăйĕн девизĕпе те паллаштарчĕ: «Пире ĕмĕт мар, хамăр утакан çул телей кÿрет».
Пушă вăхăт çукпа пĕрех унăн, çапах тупăнсан Инга юрлама юратать, фортепиано калать. Çавăн пекех сĕтел çи теннисне кăмăллать.
Пурнăçа улăштарнă фестиваль
2017 çул Инга Егоровăшăн паллă пулăмпа асра юлнă: вăл Сочире иртнĕ Çамрăксемпе студентсен пĕтĕм тĕнчери XIX фестивальне хутшăннă. Унта волонтерсен йышне лекес кăмăллă каччăсемпе хĕрсен çирĕп тĕрĕслев витĕр тухма тивнĕ.
«Çак фестиваль манăн пурнăçа тĕпрен улăштарчĕ! Ун хыççăн тĕнче çине пачах урăх куçпа пăхма пуçларăм. Эпĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ çак мероприятие тĕрлĕ çĕршыв çамрăкĕсемпе паллашас, вĕсен тавра курăмĕ, шухăшлавĕ, ĕмĕт-тĕллевĕ пирки лайăхрах пĕлес тĕллевпе кайрăм. Пĕтĕм тĕнчери фестивале хутшăнни — калама çук пысăк та паха опыт. Мана аккредитаци центрĕнче ĕçлеме тÿр килчĕ: ытти волонтерпа пĕрле çамрăксен ыйтăвĕсене хуравларăм, вĕсене информаци пулăшăвĕ патăм, ăçта мĕнле çитмеллине ăнлантартăм. Ют çĕршывран килнĕскерсемпе акăлчанла калаçма тăрăшрăм: фестивале хатĕрленнĕ май ют чĕлхене тарăнрах тишкерме ăнтăлтăм. Акăлчанла çав тери лайăх пĕлетĕп теейместĕп, çапах хамăн тăван Чăваш Ен пирки каласа кăтартма пултаратăп. Фестивальте тĕрлĕ мероприяти иртрĕ, унта сумлă çынсем нумаййăн хутшăнчĕç. Эпĕ ЧППУра реклама тата халăхпа çыхăну тытас енĕпе аслă пĕлÿ илетĕп, çавăнпа фестивальте маншăн «Çĕнĕ медиа» лапам уйрăмах кăсăклă пулчĕ. Пĕтĕмлетсе каласан — çак мероприяти манăн пурнăçри нихăçан асран тухман самантсенчен пĕри. Вăл çамрăксене пурне те ыррине, лайăххине парнелерĕ», — чунне уçрĕ маттур студентка.
Чăваш пики хăйĕн пушă вăхăт пуррипе усă курса фестивальте Чăваш Республикин куравĕ патĕнче Зимбабве, Мексика, Китай çамрăкĕсене хăй çуралса ÿснĕ тăрăх пирки акăлчанла каласа панă. Мексикăран килнĕ Томас ыйтнипе чăваш юррине шăрантарнă. «Шывармань» оперăри «Утса-чупса» юрра юрларăм. Ăна пире музыка шкулне çÿренĕ чухне вĕрентнĕччĕ. Томас питĕ тĕлĕнчĕ, чăваш юрри ăна çав тери килĕшрĕ», — йăл кулчĕ таçта та ĕлкĕрекен хĕр. Сăмах май, фестиваль пĕтĕмлетĕвĕсемпе 5 пин волонтертан чи лайăх 500-ĕшне палăртнă, çав шута Инга та лекнĕ. Малалла вулас...