Комментари хушас

8 Çу, 2014

Пыл, шăлан, йĕтĕн ...

Хырăмлăх тата вун ик пумăклă пыршă язвипе аптракансене тухтăр çырса панă эмелсĕр пуçне халăх медицини те пулăшма пултарать. Çав тери лайăх рецептсем пур.

  1. Çĕр улми сĕткенне вĕретсе сивĕтнĕ шывпа (1:1) хутăштарса кунне 2 хут, апат умĕн çур сехет маларах, çуршар стакан ĕçмелле. 20 кун ĕçсен пĕр эрне канмалла. Унтан тепĕр хут сипленмелле. Чылай чухне пĕр тапхăр сипленни те çителĕклĕ.
  2. 1 стакан чухлĕ сĕлле лайăх çуса тасатмалла, 1 л ăшă шыва ярса 12 сехет тăрăлтарса лартмалла, унтан йăваш çулăм çинче 30 минута яхăн вĕретмелле. Кайран ăшă япалапа витсе тата 12 сехет кĕтмелле. Сăрăхтармалла, кунне 3-4 хут, апатчен çур сехет маларах, çуршар стакан ĕçмелле. Çапла пĕр уйăх таран сипленмелле. Сĕлĕ шывĕ веществосен çаврăнăшне лайăхлатать, язвăна хăвăртрах ÿт илме пулăшать. Ĕçме пуçласан малтанхи кунсенчех ыратни, кăмăла лĕклентерни, пыр хĕртни иртет.
  3. Çуршар кило пыл тата шăратнă услам çу илмелле. 20 минута яхăн пăс çинче тытмалла, тăтăшах пăтратса тăмалла. Сивĕтмелле. «Эмеле» ирсерен выç варла пĕрер кашăк çимелле, çапла мĕн пĕтиччен. Сивĕтмĕшре упрамалла.
  4. Аптекăра сутакан сырлан (облепиха) çăвĕ те сурана хăвăрт ÿт илме пулăшĕ: ăна кунне 3 хут, апатчен çур сехет маларах, пĕрер чей кашăкĕ ĕçмелле.
  5. Шăлан (шиповник) çырли те аван: çур литрлă термоса 50-60 çырла ямалла, вĕреме кĕнĕ шыв хушса 12 сехете яхăн лартмалла. Кунне 3-4 хут, апатчен 15 минут маларах, çуршар стакан ĕçмелле.
  6. Йĕтĕн вăрринчен хатĕрленĕ шĕвек те чаплă: вĕреме кĕнĕ 1 л шыва 4-5 кашăк йĕтĕн вăрри ярса йăваш çулăм çинче 5-10 минут тытмалла, сехете яхăн тăрăлтарса лартмалла. Кунне 5-6 хут çуршар стакан ĕçмелле. Уссине 3-4 кунранах туйса илетĕр: ыратни те, пыр хĕртни те иртĕ, тула та йĕркеллĕ çÿреме пуçлатăр.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.