Комментари хушас

8 Çу, 2014

Уртăш усси

Сыпăсем, пилĕк, çурăм шăмми ыратать-и е ват хăмпинчи чул канăç памасть? Апла уртăш йывăçĕ (можжевельник) пулăшма пултарĕ.

100 грамм кĕрекен стакана уртăш йывăçĕн хуппине вĕтĕрех тураса тултармалла. Унтан çур литр шур эрех илмелле, 100 миллилитрне урăх савăта ямалла, пушаннă вырăна уртăш хуппине ямалла. Лайăх пăкăласа икĕ эрнелĕхе пÿлĕмри тĕттĕм вырăна лартмалла. Çăра чей евĕрлĕ шĕвек пулĕ.

Настойкăна кунне 3 хут, апат умĕн 20 минут маларах 30-шар мл ĕçмелле.

30 мл вăл – 1 апат кашăкĕ чухлĕ. Пĕр кĕленчине пушатсан 5 кун канмалла, унтан каллех çĕнĕрен сипленмелле. Çапла 4-5 кĕленче ĕçсе ямалла. Настойка организма чул, тăвар ларнинчен тасатма пулăшĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.