Комментари хушас

11 Кăрлач, 2018

Вĕри кукăль пек саланать хаçат

Такам çинчен, тем пирки те çыратпăр, хамăр çинчен те калар-ха. Кăçалхи сăмахăма çакăнтан пуçлас. Асăрхарăр пулĕ: иртнĕ çулта коллективра улшăнусем пулса иртрĕç. Умлă-хыçлă икĕ ача çуратнă хыççăн Ольга Калитова /Нестерова/ çанă тавăрса вăй хума пикенчĕ. Елена Атаманова /Глухова/ та, темиçе çул каяллах «Çамрăксен хаçатĕнче» тăрăшнăскер, пирĕн патра çĕнĕ вăй-хăватпа ĕçлет. Любовь Петрова корреспондент чÿк уйăхĕнче амăшĕ пулса тăчĕ. Ирина Алексеева редактор та — декрет отпускĕнче. Çавăнпа унăн тивĕçĕсене хальлĕхе эпĕ пурнăçлатăп. Хам пирки те каласа хăварам-ха: иртнĕ çуркунне «Хыпар» Издательство çуртĕнчи ача-пăча кăларăмĕсен редакторне куçрăм. Анчах чунăм «Çамрăксен хаçатĕнчех» юлчĕ, çавăнпа каялла таврăнтăм. Вулакан манăн статьясене кĕтнине шăнкăравласа пĕлтерни те çак утăма тума хистерĕ. Наци радиовĕнчи «Ирхи кăмăл» кăларăм хăни пулнă чухне те тÿрĕ эфира Сĕнтĕрвăрри районĕнчен шăнкăрав килчĕ: «Эсир «Çамрăксен хаçатне» урăх çырмастăр-им?» — кăсăкланчĕ хĕрарăм. Вулакан ыйтнине хирĕçлеймерĕм, вăл сĕннипе питĕ интереслĕ тема тупăнчĕ, Туппай Сĕмĕлти Робинзон пирки статья кун çути курчĕ. <...>

«Çур ял масара кайса выртрĕ, хаçатсем юрлани-ташлани пирки, пурнăç лайăх тесе çыраççĕ. Эсир кăна чăнлăха тĕрĕс кăтартатăр», — тенине те илтме тÿр килет. «Пĕр çын шăпи», «Хĕн-хур айĕнче», «Пурнăç çулĕ такăр мар» рубрикăсене тытса пыни те çакнах çирĕплетет. Шел те, пурнăçра ыррипе пĕрле усалли те çÿрет, вĕсене курмăш пулса епле ирттерĕн-ха? <...>

Шупашкарти киосксене хаçата çителĕксĕр илсе килни пирки кăмăлсăрланса пĕлтереççĕ, юратнă кăларăмсăр юласран хăраса киоск умне ир-ирех çитсе тăраççĕ. Пĕр кунхинче хам куртăм: хĕрарăм сутуçăран «Çамрăксен хаçатне» ыйтрĕ. Хыпаланса вак укçа шырарĕ, анчах тупаймарĕ, 1 пин тенкĕлĕххи туртса кăларчĕ те ваклаттарма шеллемерĕ.

«Çамрăксен хаçачĕ» пĕтĕм халăх хаçачĕ пулса тăчĕ. Иккĕленмесĕрех ăна шкул ачинчен пуçласа аслă ÿсĕмрисем таранччен вулаççĕ теме пулать. Эсир, туссем, пирĕнпе пĕрле пулни сиплĕ сывлăш пекех: вăй кĕртет, малалла ĕçлеме хăват хушать. <...>

Тулли верси...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.