Комментари хушас

31 Раштав, 2017

Чăваш Енри 55 çын Раççей спорт мастерĕн ятне тивĕçнĕ

Кăçал Чăваш Енри 55 çын Раççей спорт мастерĕн ятне тивĕçнĕ. Вĕсенчен вуннăшне ку ята çĕршывăн спорт министрĕн Павел Колобковăн раштав уйăхĕн 28-мĕшĕнчи хушăвĕпе панă. 

Раççей спорт мастерĕсен шутĕнче Екатерина Львова (çăмăл атлетика), Алевтина Иванова (пауэрлифтинг), Сергей Бирюков тата Антон Иванов (инвалидсем), Александр Зайцев, Анна Павлова тата Мария Степанова (ухăçăсем), Александр Васильев тата Денис Комиссаров (триатлон).

Кăçал Раççей спорт мастерсен шутне тивĕçнисен йышĕ унчченхинчен 26 çын нумайрах. Тĕнче класлă спорт мастерĕ ята кăçал пирĕн тăрăхри 5 атлета панă. 

Рубрика: