Комментари хушас

30 Раштав, 2017

Заливра юртă лашасен ăмăртăвĕ иртĕ

Паян, раштав уйăхĕн 30-мĕшĕнче, 12 сехетре Шупашкар заливĕ хĕрринче юртă лашасен ăмăртăвĕ пуçланĕ. Ун пекки республикăн тĕп хулинче халиччен пулман-ха.

Шупашкар хула администрацийĕн физкультурăпа спорт управленийĕнче пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енĕн Хĕллехи кубокне тăван республикăмăрти, Тутарстанри тата Ульяновск облаçĕсенчи 30 ытла юланутçă хутшăнĕ. Вĕсем икĕ урапаллă экипаж çине ларса тупăшĕç. Çĕнтерÿçĕсене Чăваш Ен кубокĕпе тата спонсорсем уйăрнă укçапа хавхалантарĕç. 

 

Теги: