Комментари хушас

27 Раштав, 2017

Инвестици илĕртÿлĕхĕшĕн Чăваш Ене çĕршыв Президенчĕ ырланă

Паян, раштав уйăхĕн 27-мĕшĕнче, иртнĕ Раççейĕн Патшалăх Канашĕн пĕтĕмлетÿллĕ ларăвĕнче РФ Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Ен инвестици енчен пысăк стандартсемпе ĕҫленине, çак тĕлĕшпе малта пыракан регионсен шутĕнчине палăртнă.

Ларăва, сăмах май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăннă. Унта регионсен инвестици климатне лайăхлатассипе, бизнеса аталантарассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.

Аса илтерер, инвестици илĕртÿлĕхĕн наци рейтингĕнче Чăваш Ен  кăçал Раççейри 85 регион хушшинче иккĕмĕш вырăн йышăннăччĕ. Кун пирки çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕнче Питĕрти пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕнче Стратегиллě пуçарусен агентсвин гендиректорĕ Светлана Чупушева  пĕлтернĕччĕ. 

 

Теги: