Комментари хушас

25 Раштав, 2017

Хăш салачĕ тутлăрах-ши?

Купăстаран миçе тĕрлĕ салат хатĕрлеме май пуррине палăртмашкăн ятарласах Куславкка районĕнчи Карача Василий Семеновăн хресчен /фермер/ хуçалăхне çул тытрăмăр. Унсăр пуçне йÿçĕтнĕ пан улми, тăварланă хăяр, помидор, ыхра тутанса пăхас килчĕ пирĕн. «Энĕш» хăяр салатне уйрăммăн палăртса хăварас килет. Ахальтен мар хресчен хуçалăхĕпе пĕр ятлă вăл.

«Хуçалăхра ĕçченлĕх, пахалăх, тирпейлĕх тĕп вырăнта. Тĕрлĕрен çын килет. Çакăнта тăрăша-кансем пек маттур пулайманнисем тухса каяççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, кунта кашнинех хăйĕн вырăнне тупма, пултарулăхне уçма май пур», — палăртать Василий Николаевич.

Ĕçе вырнаçнисене çывăхран кăна мар, ытти районтан те автобуспа илсе килеççĕ. «Çул укçи илмеççĕ. Тÿлевсĕр апатлантараççĕ. Ĕçлеме савăнсах килетпĕр», — йăл кулăпа çиçет Вăрмар районĕнче пурăнакан Надежда Егорова. Тĕрĕссипе, вĕсен манпа калаçса тăма та вăхăт çук. Кашниех хăйĕн тивĕçне чунран пурнăçлать. Пĕрисем пахча çимĕç тасатаççĕ, теприсем тураççĕ. Хресчен хуçалăхĕнче хĕлле те ĕç вĕресе тăнишĕн чун савăнать.

100-е яхăн çын ĕçлет çакăнта. Акă, сăмахран, Марина Моранькова Куславккари нумай функциллĕ центртан килнĕ. Ирина Индюкова малтан Мускава ĕçлеме çÿренĕ. Снежана Серебрякова банкран куçнă. Василиса Андреева агронома вĕренме пуçланă... Ирина Озерова, Алена Ершова, Татьяна Иванова, Луиза Алендеева... хуçалăх йĕркеленнĕренпех çакăнта вăй хураççĕ. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.