Комментари хушас

Раштавăн 22-мĕшĕнче Раççейре Хоккей кунне паллă тăваççĕ. Пирĕн çĕршывра 1946 çулта шăпах çак кун «çуралнă»-мĕн спортăн ку тĕсĕ. Вăрçă хыççăн пысăк хуласенче — Мускавра, Архангельскра, Ленинградра, Ригăра, Каунасра — СССР пĕрремĕш чемпионачĕ иртнĕ. Çакă шайбăллă хоккейăн хăйне евĕр «премьери» пулса тăнă.

Ун чухнехи чемпионата халĕ йăл кулмасăр, тен, ахăлтатмасăр та, пăхайман та пулăттăмăр-и?.. Пăр лаптăкĕ — пĕчĕк, командăсем хăвăртлăхпа тĕлĕнтереймен, ахаль çеç хÿме кăштах перĕнсенех шуса кайнă. Паллах, уçă вырăнта вылянă. Анчах куракансем шăннишĕн пăшăрханман — вĕсем çĕнĕ йышши вăйăпа чунран киленнĕ. Чылайăшĕ пуçне танкист шлемне тăхăннă, хоккеистăн ятарлă пуçа тăхăнмалли ун чухне тĕлĕнтермĕш япала вырăнĕнчех пулнă. Хапха сыхлакан та мамăк шăлаварпа çурăм ăшши тăхăннă. Маска таврашĕпе хÿтĕленесси аса та килмен. Клюшкăна та кашни хăй пĕлнĕ пек ăсталанă. Чи кирли — спортсменчен выляс туртăмĕ çăл куç пек тапса тăнă.

Хоккей кунне паллă тунă май Шупашкар хула администрацийĕ кĕçнерни кун «Шупашкар-Арена» пăр керменĕнче «ăсталăх класĕ» йĕркелерĕ. Хулари 9-мĕш тата 24-мĕш ача сачĕсен воспитанникĕсем çул çитмен ытти шăпăрлана вăйă вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарчĕç. Коньки сырса пăр çине тухнисене курма килнĕ ачасем ăмсанса пăхни пирки пĕрре те иккĕленместĕп. Вĕсен те сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пăр çине чăр! та чар! çурса ярăнма вĕренес туртăмĕ темрен вăйлă йăл илчĕ-тĕр çак кун. Мероприяти тĕллевĕ те çакă-çке — май пур таран ытларах ачана спортпа тус-лаштарасси.

6-7 çулсенчи ачасемпе ĕçлекен Игорь Михеев тренер конькипе ярăнмалли меслетсемпе пал-лаштарнă хыççăн икĕ командăна хоккейла выляма сĕнчĕ. Ăмăрту хăйне май çивĕч те хĕрÿ аталанчĕ. Пĕр хушăран «Крепышсен» капитанĕ Вася Муленков шайбăна хапхана вăркăнтарчĕ те. Вася коньки сырса шайба хăвалама тытăннăранпа тăхăр уйăх çеç иртнĕ-ха. Ÿсĕмĕ вара — куç умĕнчех. Вăр-вар та чĕррĕн ярăнать вăл пăр çийĕн. Мăнукĕ спортăн ку тĕсĕпе туслашнишĕн кукашшĕ Иван Петрович та хĕпĕртет. Малалла вулас...

 

Татьяна НАУМОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.