Комментари хушас

22 Раштав, 2017

Шпионсемпе ентешĕмĕрсем те кĕрешнĕ

Раштавăн 20-мĕшĕ — Раççей Федерацийĕн хăрушсăрлăх органĕсен ĕçченĕсен кунĕ. «Хыпар» ыйтăвĕсене çак тытăмра 27 çул хĕсметре тăнă саппасри полковник, Правительствăн тата ведомствăн 12 медалĕпе кăкăр çине çакмалли «Контрразведкăри службăшăн» паллăна тивĕçнĕ Валерий Павлович Кошкин хуравлама килĕшрĕ.

Власовецсене — «тип мунча»!

— Чăваш Енре çуралса ÿснĕ, каярахпа разведкăра, контрразведкăра, хăрушсăрлăх органĕсен ытти тытăмĕнче патшалăх заданийĕсене пурнăçланă, хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă сотрудниксем çинчен сирĕн пек нумай пĕлекенни республикăра урăх çук-тăр.

— Ку темăна А.Николаев журналистпа пĕрле «Чекисты Чувашии» /1987 ç./, «Для нас война продолжалась» /1990 ç./, П.Сымкин фото ăстипе пĕрле «80 лет Управлению ФСБ по Чувашской Республике», «Со щитом и мечом» /2017 ç./ кĕнекесенче уçса пама тăрăшрăмăр. Пурин çинчен те çырса кăтартнă теместĕп. Каласа паманни чылай-ха. Канаш районĕнчи Энтрияльте çуралнă Георгий Ефимов, 1941 çулхи çĕртме уйăхĕнче НКВДăн Латвири уйрăмĕнче хĕсметре тăнăскер, вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенче Рига хули çывăхĕнче нимĕçсен 22 парашютистне пĕтерме, 7-шне тыткăна илме хутшăннă. Каярахпа, «Смерш» контрразведкăн уйрăм пайĕн сотрудникĕ чухне, Хĕрлĕ Çар Орел хулине тытса иличчен тăшман разведка-диверси ĕçĕсене вăйлатнă. Уйрăммăн илсен пирĕн ентеш хĕсметре тăнă полк тылне самолетсенчен диверсантсен пĕр ушкăнне антарса хăварнă. Фашистсене пĕтерме оперативлă ушкăн çийĕнчех йĕркеленĕ. Операцие ирттерме Г.Ефимов чекиста шаннă. Пирĕннисем тăшман хĕç-пăшал склачĕ патне пырса тухасса кĕтнĕ. Фрицсем унта шурăм пуç çуталса киличчен çитнĕ. Малтан калаçса татăлнă пек вĕсене шăв-шавсăр ярса тытма май килмен, автомат-пистолетран пеме тивнĕ. 8 диверсанта тĕп тунă, 4-шне тыткăна илнĕ.

— Г.Ефимов тата мĕнле ырă ĕçсемпе палăрнă?

— 1943 çулхи çурла уйăхĕнче, Орел хулине тăшманран ирĕке кăларсан, вăл хĕсметре тăнă дивизие вырăнти çынсене çар ретне тăратса пысăклатнă. «Смерш» сотрудникĕсем салтаксемпе калаçа-калаçа вĕсенчен пĕри — 34 çулти Андрей Журчак — гитлеровецсем оккупациленĕ вырăнта староста пулнă май тăшман валли халăхран апат-çимĕç, тумтир пуçтарнине, Хĕрлĕ Çар салтакĕсен, офицерĕсен, партизансен çемйисене хĕсĕрленине тăрă шыв çине кăларнă. «Вырăнти çынсем сутăнчăк çинчен каласа пани пĕтĕмпех çирĕпленчĕ. Çар трибуналĕ ăна тивĕçлипе явап тыттарчĕ», — аса илнĕ кайран Г.Ефимов.

— Чăвашсем власовецсемпе çыхăннă ĕçсене тĕпченĕ-и?

— Паллах! 1944 çулхи кĕркунне вăл Хĕвел анăç Беларуçра, Сож юхан шывĕ хĕрринчи плацдармра, хăюлăх кăтартнине палăртас килет. Çĕрле Г.Ефимов полкне нимĕçсен енчен антифашист-салтак шуса каçнă та çывăх вăхăтрах Хĕрлĕ Çар тумтирне тăхăннă власовецсен диверсанчĕсене пирĕн чаçсем çине кĕртсе ярассине пĕлтернĕ. Командирсенчен чылайăшĕ çак хыпара провокаци вырăнне хурса йышăннă. Пирĕн ентеш çине тăрса ыйтнипе кăна диверсантсен çулне пÿлме ушкăн пухнă. «Вĕсене кĕтсе нумай выртмарăмăр, — аса илнĕ пĕррехинче Г.Ефимов. — Юхан шывпа юнашар лаптăкра çавăрса илтĕмĕр те власовецсен пысăкрах пайне леш тĕнчене ăсатрăмăр. Тыткăна илнисен сăмахĕ антифашист каласа панине çирĕплетрĕ». Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.