Комментари хушас

21 Раштав, 2017

Çулталăка мĕнле вĕçлĕпĕр?

Паян ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов «Кăçалхи 11 уйăхра выльăхран продукци илессипе ĕçсене пĕтĕмлетни тата 2017 çулхи тĕллевсене пурнăçласси» темăпа канашлу ирттерчĕ.

Ял хуçалăх министерствин выльăх ĕрчетес тата ăратлăха аталантарас тĕлĕшпе ĕçлекен пайĕн ертÿçи Светлана Мясникова пĕтĕмлетĕвне тишкерчĕ. Асăннă хушăра республикăри мĕн пур харпăрлăхлă хуçалăхсенче 403,8 пин тонна — 2016 çулхи 11 уйăхринчен 2% нумайрах — сĕт сунă. Чăх çăмарти 246,7 млн штук /пĕлтĕрхи çав тапхăртинчен 15,9% нумайрах/ илнĕ. Ашлăх выльăх тата кайăк-кĕшĕк 110,5 пин тонна — иртнĕ çулхи 11 уйăхринчен 2,6% ытларах — çитĕнтернĕ.

Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх — раштавăн 1-мĕшĕ тĕлне мĕн пур йышши хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăх 192,4 пин /99,98%/, çав шутра сăвакан ĕне 90,2 пин /99,1%/, сысна 142 пин /92,7%/, сурăхпа качака 181,6 пин /99,3%/, кайăк-кĕшĕк 4938 пин /118,5%/ шута илнĕ.

Докладçă ял хуçалăх продукцийĕ пĕлтĕрхинчен сахалрах туса илнĕ районсемпе хăш-пĕр пысăк хуçалăх кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. С.Артамонов район администрацийĕсен ял хуçалăх пайĕсенчен çулталăка ăнăçлă вĕçлес тĕллевпе фермăсенче тимлĕхе пĕрре те çухатмасăр ĕçлеме ыйтрĕ.

ЧР патшалăх ветеринари службин ертÿçи Сергей Скворцов «Республика территорийĕнче ырă витĕмлĕ эпизооти тăрăмне тивĕçтерессишĕн пурнăçлакан ĕçсем çинчен» ыйтупа доклад турĕ. Пĕтĕмĕшле илсен вăл фермăсенче ерекен хăрушă чир-чĕре сарăлма паманни, уйрăммăн илсен çак уйăхра Çĕмĕрле районĕнчи вăрман лаптăкĕнче Африка мурĕн вирусне тупса палăртнă май юнашар районсенчи фермăсенче ăна сарăлма парас мар тесе тивĕçлĕ ĕçсем туса ирттерни çинчен каласа панă, канашлăва пуçтарăннă ертÿçĕсене выльăх амакĕсенчен хÿтĕленес тĕллевпе профилатика ĕçне вăйлатма чĕнсе каларĕ.

Министерствăн пай пуçлăхĕ С.Мясникова «Чăваш Енре выльăх ăратлăхне аталантарассишĕн тăвакан ĕçсем тата 2018 çулта ăратлă выльăх куравне ирттересси çинчен» темăна та çутатнă. Канашлу кун йĕркинчи ыйтусене сÿтсе явма хуçалăхсен ертÿçисем те хутшăнчĕç.

 

 

Рубрика: