Комментари хушас

19 Раштав, 2017

Çĕнĕ çулхи çул çÿреве тухар-и?

Çĕнĕ çулхи канмалли кунсенче Чăваш Енре «Çĕнĕ çулхи çул çÿрев» акци иртĕ. Мероприятисен программипе ЧР культура министрĕн заместителĕ Иван Архипов тата Чăваш Енри туризмпа культура центрĕн ертÿçи Максим Матросов паян каласа пачĕç.

«Социаллă проект ку. Унăн тĕллевĕ — çынсене пушă вăхăта кăсăклă та усăллă ирттерме пулăшасси, туризм обьекчĕсемпе паллаштарасси», — пĕлтерчĕ Иван Петрович пресс-конференцие уçнă май. Ку акцие виççĕмĕш çул ирттереççĕ. Акцие хутшăнакансене турист карттине парĕç. Унта палăртнă вырăнсене кайса картта çине пичет ларттармалла. 6 пичет пуçтаракана республикăри культура учрежденийĕсене тÿлевсĕр кĕмешкĕн билет парĕç. Çавăн пекех акцие хутшăнакансем хушшинче ятарлă лотерея вылявĕ ирттерĕç. Тĕп парне — республикăри пĕр туризм базинче иккĕн канмалли сертификат.

Акци кăрлачăн 3-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри хулинче пуçланать. Хула пĕр кунлăха юмаха çаврăнĕ. Унта маçтăрсем уяв парни ăсталама вĕрентĕç, артистсем театрализациленĕ представлени кăтартĕç. Тепĕр кун çул çÿревçĕсем Шупашкар районĕнчи «Хĕллехи юмаха» çитсе курĕç. Кÿкеç поселокĕнче иртекен уяв программи питĕ анлă. Кăрлачăн 5-мĕшĕнче хăнасене Çĕнĕ Шупашкар кĕтет. Химиксен хулинче юр скульптурисен фестивалĕнче савăнма, уçă тÿпе айĕнчи театрпа паллашма пулать тата ытти те. Муркаш районĕнче /кăрлачăн 6-мĕшĕ/ Сурхури уявĕ, юмахсен парачĕ, Çĕнĕ çул концерчĕ иртĕ. Раштав праçникĕнче çул çÿревçĕсем Улатăра çул тытĕç. Унта вĕсем арçынсен чиркĕвне кĕрсе курĕç. Чи юлашки пункт — Хĕл Мучин Шупашкарти резиденцийĕ.

Рубрика: 
Теги: