Комментари хушас

18 Раштав, 2017

Броневик та, тупă та…

Шупашкар хулин илемĕсенчен пĕри — мухтавлă ентешĕмĕр, граждан вăрçин паттăрĕ Василий Чапаев музейĕ. 1974 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче уçнăскер малалла аталанса пырать.

Паян унта «В.И.Чапаев музейĕн реэкспозицийĕ» проектăн хăтлавĕ иртрĕ. Проекта ЧР Пуçлăхĕ республикăри профессионал коллективсен пултарулăх проекчĕсене пурнăçа кĕртме иртнĕ çул уйăрса панă нухратпа пурнăçланă.

Мĕн тунă-ха? Музейĕн çĕнетнĕ экспозицийĕ куракана Пĕрремĕш тĕнче тата граждан вăрçисен тапхăрĕнчи экспонатсемпе — «Мгебров-Изотта-Фраскини» броневикпа, 1902 çулхи проектпа пурнăçланă хăвăрт перекен 76 мм тупăпа — легендарлă «виçĕдюймовкăпа» тата 1910 çулхи проектпа тунă Максим системинчи пулеметпа — паллаштарать.

Константин ЯКОВЛЕВ, ЧР культура министрĕ:

— Чапаев музейне çĕнетесси çакăнпа чарăнса лармĕ. 2018-2019 çулсенче ăна хăтлăлатма тата 13 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă. Вăл малашне хула çыннисемшĕн тата унăн хăнисемшĕн чи кăсăклă вырăн пуласса шанса тăратпăр.

Ирина МЕНЬШИКОВА, Чăваш наци музейĕн директорĕ:

Кунти материалсем чаплă ентешĕмĕрĕн пурнăçĕпе, унăн çапăçури юлташĕсен паттăрлăхĕпе паллаштараççĕ. Чăваш Республикин гранчĕн укçипе пуянланнă экспонатсем музей пĕлтерĕшне тата та ÿстерĕç. Вĕсем — хальхи вăхăтра питĕ сайра упранса юлнă техника хатĕрĕсем, пирĕн валли ятарласа пурнăçланăскерсем.

Рубрика: 
Теги: