Комментари хушас

8 Кăрлач, 2018

Шупашкарти йĕркелĕхшĕн студентсем те яваплă

Чăваш Енре йĕрке хуралне тытса тăма çамрăксем пулăшаççĕ. Халăхăн ирĕклĕ дружинине Шупашкарта нумаях пулмасть студентсенчен йĕркеленĕ.

Республикăн тĕп хулинчи ирĕклĕ халăх дружини паян 135 çынтан тăрать. Ирĕклĕ халăх дружинин членĕ пулас кăмăллисен 18 çултан кая мар пулмалла, право тĕлĕшĕнчен пăтăрмаха лекнисене йышăнмаççĕ.

Дружинниксем урамсем тăрăх профилактика рейчĕсене, массăллă мероприятисене тухаççĕ. Тĕрлĕ лару-тăрăва лекме пултарнине кура вĕсене хÿтĕленме те вĕрентеççĕ.

Дружинниксен ĕçне Шупашкарта миçе сехет ĕçленине кура тÿлеççĕ, хăш-пĕр спорт комплексне тÿлевсĕр кĕртеççĕ, шалти ĕçсен органĕсене ĕçе вырнаçнă чух та шута илнине ĕнентереççĕ.

Рубрика: 
Теги: