Комментари хушас

14 Раштав, 2017

Çăмăллăх упранса юлĕ-ши?

Паян Михаил Игнатьев ертсе пынипе ирттернĕ республика Пуçлăхĕ çумĕнчи Стратеги аталанăвĕ тата чи малтан пурнăçламалли проектсем, Инвестици илĕртÿлĕхне вăйлатас тĕлĕшпе ĕçлекен канашсен пĕрлехи ларăвĕнче предпринимательсен интересĕсене пырса тивекен ыйтăва та сÿтсе яврĕç.

Вĕсене налук тытассипе çăмăллăх парассишĕн республикăн Суту-илÿ палатин президенчĕ Игорь Кустарин сăмах каларĕ. «Производствăна инвестици хывассине вăйлатас тĕллевпе чÿк уйăхĕнче çĕршывра çĕнĕ майсемпе усă курма тытăннă, — терĕ. — Налук тытассипе предприятисене çăмăллăхсем памалла. Продукци туса кăларма инвестици нумай хывакансем, технологие çĕнетекенсем вĕсене кĕтсех тăраççĕ».

Производствăна модернизацилеме укçа нумай уйăракансен тупăшĕнчен налук сахалрах тытаççĕ. Раççей Налук кодексĕ регионсене налук ставкине 5% таран пĕчĕклетме ирĕк парать. Вăйра тăракан ставка 17%. Паян инвестор тупăшран налук тÿлессипе 3% таран çăмăллăх илме пултарать. И.Кустарин ăна сыхласа хăварма чĕнсе каларĕ. Çавăн пекех инвестици хывассипе лайăх ĕçлекен предприятисемшĕн тупăшран тата куçакан пурлăхран тытакан налук виçине хальхи вăхăтра вăйра тăракан шайрах хăварма сĕнчĕ.

Çак ыйтăва сÿтсе явнă чухне ЧР экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин суту-илÿ палатин президенчĕпе пĕр шухăшлă пулни палăрчĕ. Финанс министрĕн çумĕ Фарида Муратова предпринимательсене налук тÿлеттерессипе çыхăннă çăмăллăхсем тĕлĕшпе асăрханса калаçрĕ. Паллă ĕнтĕ, республикăн Финанс министерстви — регион бюджетне пуянлатассишĕн тăрăшакан патшалăх органĕсенчен пĕри. Налук тÿлессипе предпринимательсене республикăра çăмăллăх парас ыйтăва сÿтсе явма тытăннă çеç-ха. Çывăх вăхăтра ăна тивĕçлĕ министерствăсен пĕрлехи канашлăвĕнче тишкересшĕн.

\Ларура «Ĕç тухăçлăхне ÿстересси тата ĕçлеве вăйлатма пулăшасси» приоритетлă программăн, «Медицина-санитарин пирвайхи пулăшăвне паракан медицина органĕсен çĕнĕ модельне туса хатĕрлесси» проектăн паспорчĕсене сÿтсе явса çирĕплетрĕç. «Сывлăх сыхлавĕ», «Пĕчĕк бизнес тата уйрăм предпринимательлĕхе пулăшасси», «Коммуналлă хуçалăхпа хула тăрăхĕ» стратеги аталанăвĕн приоритетлă проектсен паспорчĕсене улшăнусем кĕртрĕç тата ытти ыйтусене стишкерчĕç.