Иĕртÿллĕ, тутлă шăршăллă
Пĕлтĕр Тутарстанри Пăва хулинче пулса куртăм. Унта манăн мăнакка пурăнать. Вĕсен пахчинче жасмин ÿсет, чĕрĕ карта-хÿме вырăнне шутланать тет. Илемлĕ, тутлă шăршă саракан тĕм. Çакна пĕлес килет, ăна мĕнлерех ÿстермелле, хăçан лартмалла.
Эсир тĕрĕсех палăртнă, пахчари кирек мĕнле чечек те куçа илĕртет, чуна савăнтарать, пурăнма хавхалантарать. Жасмин чечекĕ пирки те çавнах каламалла. Ăна пăхса ытараймăн теççĕ. Чечекрен вăрлăх çитĕнет, вăл тăпрана лексен çирĕп хунавсем каяççĕ. Хунавсене тепĕр çуркунне асăрхатăн. Вĕсене çав çулах çурла-авăн уйăхĕсенче урăх çĕре куçарма лартмалла. Çăра тĕмсене сайралатма тивсен ака уйăхĕн вĕçĕнче е çу уйăхĕн пуçламăшĕнче куçарса лартма юрать теççĕ.
Жасмин тĕмĕ хĕвел пайăркисем лайăх ÿкекен вырăнта та, сулхăнрах çĕрте те чиперех ÿсет. Тĕмсем нумай вулăран /шĕшкĕ тĕмĕ евĕрлĕ/ тăнине шута илсе, вăхăт-вăхăт сайралатма манмалла мар. Ку ĕçе 4-5 çулта пĕрре пурнăçлаççĕ. Кивĕ, типĕ туратсене чечексем тăкăнса пĕтсен /ку утă уйăхĕнче пулать/ касса сайралатма хушаççĕ. Сăтăрçă кăпшанкăсем ăна тапăнманпа пĕрех.
Пÿлĕмре ÿсекен жасмин та пур. Ăна илемĕшĕн, ырă шăршăллă пулнăшăн тата сиплĕ витĕмĕшĕн çитĕнтереççĕ. Ячĕ те унăн çапла, сиплĕ жасмин.
Ăна хĕвел пайăркисем лайăх ÿкекен вырăнта лартса ÿстереççĕ.