Комментари хушас

7 Dec, 2017 | Культура | уявсем

Паян Шупашкарти 12-мĕш шкулта Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне савнăçлă лару-тăрура пĕтĕмлетрĕç. Вĕренÿ заведенийĕн директорĕ Елена Мочалова палăртнă тăрăх, кунта кăçал асăннă çулталăка халалласа чылай мероприяти йĕркеленĕ.

Чăваш чĕлхине вĕрентекен Анисия Игнатьева ятарлă сценарисем çырнă. Нумаях пулмасть кашни класрах «Класс сехечĕ» иртнĕ. Ĕнер вара аслă классенче вĕренекенсем Мускав çамрăкĕ Николай Лысенков ÿкернĕ «Эпĕ пулнă. Эпĕ пур. Эпĕ пулăп» фильма пăхрĕç. Олег Волков профессор ертсе пынипе ăна сÿтсе яврĕç. Фильмри тĕп шухăш — ашшĕсемпе ывăлĕсен хушшинчи хутшăну, çемье пахалăхĕсене упраса хăварасси. Çавăн пекех яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç Олег Гавриловичăн «Телейлĕ çемье менеджменчĕ» тата «Пултаруллă ашшĕ-амăш шкулĕ» кĕнекесене пахаларĕç. «Çемье тата çемье пахалăхĕсем. Хальхи хаклав» проектпа килĕшÿллĕн вĕренекенсем малашне «Çемье — манăн ĕç тата манăн телей» темăпа пултарулăх ĕçсем çырĕç. Мероприятие Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕн председателĕ, ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Алевтина Федорова, Чăваш Республикин Ашшĕсен канашĕн председателĕ Алексей Мурыгин хутшăнчĕç. Тĕплĕнрех — «Хыпар» хаçатра.

Роза ВЛАСОВА.