Комментари хушас

1 Раштав, 2017

Тĕреве пусмалли пĕртен-пĕр сасă

Ăçта юрату — унта çутă

— Федор Георгиевич, сире çĕнĕ кĕнеке тухнă ятпа саламлатăп. «Йĕпхÿри сасăри» хайла-вăрсем пурте юрату сĕмĕпе пиеленнĕ. Ахальтен мар пирĕн ватăсем: «Ăçта юрату — унта çутă», — тенĕ. Миçемĕш кĕнеке пулчĕ ку?

— «Йĕпхÿри сасă» кĕнекем шучĕпе вун тăваттăмĕш. Эпĕ тепĕр çыравçă пек кĕнеке шутне хăва-ламастăп, çырнисем йĕркеллĕ япаласем пулса тухчĕр тетĕп те — темле ĕнтĕ. Вунă çул тăрмашнă хыççăнхи кучченеçĕм пулчĕ вăл вулаканшăн. Астăватăр пулĕ, 2007 çулта «Пăрлак» кĕнеке кун çути курнăччĕ.

Пурнăçра хурланмалли те, шанчăка çухатнă вăхăтсем те тем чухлех кашни çыннăн. Апла пулин те тĕреве пусмалли пĕртен-пĕр сасă пурах. Çав сасă çăлса пурăнать этеме хурлă самантсенче. <...>

— «Тĕтре» повеçĕре Анатолий Смолин поэта халалланă. Мĕншĕн шăпах асăннă произведение, урăххине мар? Александр сăнарĕн прототипĕ Анатолий Смолин пулнă пек те туйăнса каять тата…

— <...> Эпĕ унран малтанхи юратăвĕ çинчен каласа кăтартма ыйтрăм та — çуралчĕ те хайлав. Вăл ăна вуласа тухрĕ те «сахал» терĕ. Вара тата тепĕртак шухăшласа çÿрерĕм те повеçех калăпланса тухрĕ. <...>

Яш ĕмĕре тепре таврăнасчĕ…

— «Тĕтре» повеç те, «Чăпар лĕпĕш» калав та, ыттисем те вулакана кăсăклантарасса шанатăп, мĕншĕн тесен вĕсен шухăш тарăнăшĕ пысăк, пуян, чĕлхĕр калама çук илемлĕ, «юхса пырать» теççĕ унашкалли пирки халăхра. Повеç-калав çырнипе танах эсир пьесăсемпе те ĕçлетĕр юлашки вăхăтра…

— <...> Александр Артемьевăн «Салампи» повеçĕн иккĕмĕш хайлавĕнчен те пьеса калăпланăччĕ: «Улма йывăç авăнать». Çак кунсенче акă тата тепĕр пьеса пиçсе тухрĕ — «Пирвайхи юрату». Ăна эпĕ чăваш халăхĕн маттур ывăлĕн Иван Салампекăн романĕн сывлăшĕпе пиелерĕм.

— Эпĕ сирĕн «Юратупа çăкăр» драмăна та астăватăп-ха.

— Мана Çеçпĕл Мишшин сăнарĕ питĕ çывăх. Асăннă драмăра шăпах унăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен çырса кăтартнă. Халĕ тепĕр пьеса Анастасия Червякова, унăн юратнă хĕрарăмĕ, патне янă çырăвĕсем тăрăх калăпланчĕ. Драма ячĕ Çеçпĕл Мишшин çырăвĕнчен илнĕскер: «Ярăр мана тамăка». Тепĕр ячĕ те пур унăн: «Çеçпĕл юратăвĕ». <...>

— Сăвăсем те шăрçалатăр- ха. Икĕ çул каялла авă «Юрату дневникĕ» кун çути курчĕ. Мĕн хавхалантарать-ши?

— Виçĕ çул каялла 94 çула çитсе аннем çут тĕнчерен пăрахса кайрĕ. Юратнă мăшăрăм Валя çĕре кĕни те çиччĕмĕш çул. Сусăрланнă май хам та йăпăр-япăр çÿрейместĕп, чун вара çаплипех çамрăк. Сăвăсем кĕвĕленеççĕ. Яш ĕмĕре тепре таврăнас пекех… <...> Тулли верси...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.