Комментари хушас

30 Чÿк, 2017

Прокурор пулăшма васкать…

Ватлăх çулĕсем çитнĕрен, сывлăх хавшакран гражданин хăйĕн саккунлă ирĕкĕпе прависене хÿтĕлеме судран пулăшу ыйтаймасть. Кун пек чухне вĕсене прокурор пулăшма ваксать… Паян Чăваш Республикин Прокуратуринче йĕркеленĕ пресс-конференцире Алесей Зольников пай пуçлăхĕ шăпах çакнашкал тĕслĕхсемпе çыхăннă ĕçсем пирки сăмах пуçарчĕ.

Кăçалхи вунă уйăхра прокурорсем 4 пин ытла гражданла тата административлă ĕçсене пăхса тухма хутшăннă. Пуринпе те тенĕ пекех судсем прокуратура шухăшĕпе килĕшнĕ. Çавăн пекех прокурорсем суда 680 миллиона яхăн тенкĕлĕх 8 пин ытла заявлени панă. Çак шутран 7,5 пинĕшĕ граждансен интересĕсене хÿтĕлес тĕллевпе çырнăскерсем. Вĕсен пысăк пайĕ çынсен ĕç /6818/, пурăнмалли çурт-йĕр /97/, çĕрпе усă курмалли /136/, çут çанталăка сыхлассипе /88/ çыхăннăскерсем.

Алексей Зольников каланă тăрăх — прокуратура граждансен пенси тата социаллă ытти правине, çул çитменнисен саккунлă интересĕсене хÿтĕлессине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрать.

Теги: