Комментари хушас

29 Чÿк, 2017

Тăпрана сиен кÿнĕшĕн уголовлă ĕç пуçарнă

Хăй вăхăтĕнче Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химпром» çывăхĕнче тем пысӑкӑш шӑршлӑ кӳлленчӗк тӑнине асăрханине республикăри массăлллă информаци хатĕрĕсем тупăшса тенĕ пек хыпарларĕç. Çав вырăна прокуратура, Роспотребнадзор, Роспирироднадзор, Росреестр, Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн экологи хӑрушсӑрлӑхӗн, республикӑн Ҫут ҫанталӑк тата экологи министерствин специалисчӗсем тухса тĕрĕсленĕччĕ. Çут çанталăка сыхлас йĕркене пăсса сиен кÿнишĕн халĕ уголовлă ĕç пуçарнă. 

РФ Следстви комитечĕн республикăри управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи çурла уйăхĕн 22-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарти Шуршăл проездĕнче канализаци çăлкуçĕнчен таса мар шыв юхса тухнă. Вăл 15,5 пин тăваткал метр лаптăка вараланă. Таса мар шыва пула тăпрара нитрит азочĕ, аммони азочĕ, сульфат-ион пухăнса кайнă. Çĕре рекультивацилесе йĕркене кĕртме 2-3 çултан кая мар вăхăт иртĕ. Укçа çине куçарсан 32 миллион та 300 пин тенкĕлĕх сиен кÿнĕ. 

Уголовнăй ĕçе малалла тишкернĕ май тĕрлĕ экспертиза ирттерĕç. Тăпрана сиен кÿрекенсене те тупса палăртĕç.