Комментари хушас

27 Чÿк, 2017

Хĕл Мучи чăвашла вĕренесшĕн

Аслă Устюгра пурăнакан Раççейри тĕп Хĕл Мучи чÿк уйăхĕн 18-мĕшĕнче хайĕн çуралнă кунне паллă тунă. Çакăн хыççăн вара çĕршыври хуласене асамлă çул çÿреве тухнă. 25-мĕшĕнче Шупашкар хулине çитнĕ. Вăл кунта пĕрремĕш хут! Чи малтан Шупашкар районĕнчи "Ясна" этнокомплексра пулнă. Каярах "Шупашкар — Арена" пăр керменне тата "Мадагаскар" суту-илÿпе кану центрне çитнĕ.

Хĕл Мучи хăйĕнпе пĕрлĕ Чăваш Ене юр илсе килчĕ. Шурă сухаллăскере курма пухăннисем тĕрлĕ ыйту хатĕрленĕ. Хĕл Мучи хаваспах хуравларĕ. "Мĕнле чĕлхесем пĕлетĕр?" - кăсăкланчĕ пĕри. "Тĕрлĕ-тĕрлĕ чĕлхе. Кайăксемпе те вĕсен чĕлхипе калаçатăп. Чăвашла хальлĕхе пĕлместĕп-ха, анчах вĕренме сăмах паратăп", - хуравларĕ Хĕл Мучи.

«Ясна» этноэкологи комплексĕнче çĕршывăн тĕп Шурă сухалĕ Чăваш Ен Хĕл Мучийĕпе тĕл пулчĕ. Кунта кăсăклă вăйăсем иртрĕç. Хăнасем валли экскурси йĕркеленĕ. Пăр керменĕнче «Дюймовочка» шоу иртрĕ. Кунсăр пуçне Раççей тата Чăваш Хĕл Мучийĕсем, юмахри сăнарсем ачасене валли спектакль хатĕрленĕ. «Мадагаскар» суту-илÿпе кану центрне Хĕл Мучипе Юр Кĕлетке пăлан мăйракипе илемлетнĕ машинăпа çитрĕç.

Рубрика: 
Теги: